АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшатăн - çитĕнÿ пулатех

28 декабря 2013 г.

«Лаша пуласси тихаран паллă», — теççĕ. Шкулта ĕç урокĕсене йĕркелесе пырса тата рисовани, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ май, çак каларăш питĕ тĕрĕс пулнине çирĕп туятăп. Талантлă, ăста алăллă, хăйсем тĕллĕн шухăшласа тарăн пĕтĕмлетÿсем тума пĕлекен ачасем сахал мар Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстересшĕн тăрăшни курăнать. Каланă сăмахсене шкулти тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парар-ха.

Мария Красновăпа Мария Филиппова 8-мĕш класра вĕренеççĕ, пĕр парта хушшинче лараççĕ. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те чи пултаруллисем, активлисем. Иккĕшĕ те Пĕтĕм Раççейри «Стремление к эталону» конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçрĕç. Мария Филиппова вара ачасен ÿкерчĕкĕсен республикăри конкурсне хутшăнса 12—14 çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак конкурса Çĕнтерÿ кунне тата чикĕ хуралне туса хунăранпа 95 çул çитнине халалланăччĕ. Унăн Çĕнтерÿ кунне халалланă конкурсри ĕçĕ — «Анне». Тепĕр ĕçне чикĕ сыхлавçисен кунне халалланă. Унпа Маша республикăри чикĕ сыхлавçисен обществăлла организацийĕн (вăл «Пограничное братство» ятлă) пĕрремĕш степеньлĕ Дипломне тивĕçрĕ.

Çавăн пекех Раççейри «Стремление к эталону» конкурсра Владимир Волков (7-мĕш класс), Динар Фарахиев (8-мĕш класс), Динара Зимакова (9-мĕш класс), Татьяна Шакмакова (10-мĕш класс) пысăк пултарулăхпа, анлă тавра курăмпа палăрчĕç. Пурте лауреат пулса тăчĕç.

Таня Шакмакова пирки ăшă сăмахсем каламалли татах та пур. Унăн тĕрлĕ конкурссенчи наградисен шучĕ Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Дипломĕпе те пуянланчĕ. Çак хĕрача «Туслăх çăлтăрĕ» конкурсра «Шевле» номинацире лауреатăн 3-мĕш степеньлĕ Дипломне тивĕçрĕ. Конкурсра Çеçпĕл Мишшин пĕр сăввинчи сăнарне хăйĕн ÿкерчĕкĕнче çутатса парса республика парнине тăван шкула илсе килчĕ.

Константин Чемешевпа Владислав Лукиянов пирки чăннипех те аллисем ылтăн тесех каламалла. Технологипе иртекен олимпиадăсенче пĕрремĕш вырăнсене хăйсен аллинчен ямаççĕ. Учительшĕн мĕнле пысăк савăнăç вĕренекенсем хушшинче çавăн пек пултаруллă, ÿркенмен ачасем пурри. Вĕсем пуриншĕн те лайăх тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Шкулта шашка хăмисем çинче вăй виçсе, сĕтел çинче теннисла выляса тĕрлĕ турнирсем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Кашнийĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартассишĕн çине тăрса кĕрешет. Сăн ÿкерчĕкре 6-мĕш класс ачисем чемпион ятне çĕнсе илессишĕн тытăçнине сăнланă. Кунта уйрăмах 5-мĕш класра вĕренекен Ильнар Хайруллов çинчен ăшă сăмахсем каламалла. Вăл кĕçĕн класрисем хушшинче пĕрремĕш вырăна хăйĕн аллинчен ямасть. Пултаруллисене малашне те чаплă çитĕнÿсем сунар.

 

Ф.ГАВРИЛОВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика