28 декабря 2013 г.
Кирек мĕнле ĕçре те ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ — унта вăй хуракансем тăрăшуллă та ĕçчен пулнинче. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти управленийĕн коллективĕ республикăра лайăх енĕпе палăрать, тăтăшах спорт мероприятийĕсене хутшăнса призерсен шутне кĕрет. Унта ĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçлакансем тимлеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Гюзель Рахимзянова.
«Çак профессие алла илес, хамăн пурнăçа аслă çулти çынсене хÿтĕлес ĕçпе çыхăнтарас шухăш шкулта чухне çуралчĕ», — терĕ вăл.
Анлă тавра курăмлăскер, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе хĕр Канашри финанспа экономика техникумне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтерсе 1997 çулта районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче даннăйсен базин администраторĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Каярахпа, 2001 çулта, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче тимлеме пуçланă. Паянхи кун Гюзель Энверовна — клиентсен службин аслă специалисчĕ. Шаннă ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хисеплĕ ята коллективра та, ял-йышра та тивĕçнĕ.
— Ĕçĕ манăн çапла: ытларах аслă çулсенчи çынсемпе тĕл пулма тивет. Саккунри улшăнусене ăнлантаратпăр, мĕнле документсем кирли çинчен аса илтеретпĕр. Урăхла каласан, çынсемпе ăнлантаруллă меро-приятисем ытларах ирттерет- пĕр, — терĕ аслă специалист.
Рахимзяновсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Фанис Рауилович чăннипех те мăшăрĕпе мухтанма пултарать. «Килте пĕр самант та пушă лармасть вăл. Ылтăн алăллăскер, пур ĕçе те тĕплĕ, пахалăхлă тăвать», — тет ар çын. Виçĕ ача амăшĕ тăрăшмасăр ÿсĕм тума çуккине лайăх пĕлет. Çавăнпа та пур çĕре те ĕлкĕрес тесе ир-ирех тăрса килти ĕçсене пурнăçлать.
«Хамăн професси питĕ килĕшет. Кăмăла кайман пулсан çакăн чухлĕ ĕçлемен те пулăттăм. Коллектив туслă пулни, йывăр ыйтусене яланах пĕрле канашласа татса пани, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чухне тата та хастартарах ĕçлес килет», — тет РФ Пенси фончĕн ĕçченĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Г.Рахимзяновăна çак кунсенче РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"