АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçалхи паллă та сумлă пулăмсен рейтингне палăртнă

28 декабря 2013 г.

Республика кунне халалласа йĕркелекен тĕп мероприятисенчен пĕри вăл — «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав пулнă. Унта Италири тата Российăн 13 субъектĕнчи 228 организаци хăйсен экспозицийĕсемпе паллаштарнă. 60 пине яхăн çын курава çитсе курнă. Чи паллă пулăмсенчен пĕри — Шупашкар хулинче Инноваципе технологие тытса тăракан центр уçма палăртни. Паянхи куна кун йышши центр Санкт-Петербург хулинче пĕртен пĕрре. Форумра ЧР Министрсен Кабинечĕпе «РусГидро» УАО 2012—2016 çулсенче ĕçлеме, Шупашкар хулинчи ГЭСа реконструкцилесе модернизацилеме килĕшÿ çырнă. Çавăн пекех «ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт» ООО-па килĕшÿ çырнă.

Чăваш Республикинчи Перекет банкĕн уйрăмĕпе «СУОР» компани Б.Хмельницкий микрорайонне купаласа хăпартма 2 миллиард тенкĕлĕх кредит хывмалли килĕшĕве алă пуснă.

Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен 6-мĕш фестивальне Шупашкарти, Мускаври, Санкт-Петер- бургри, Белоруссири, Украинăри тата Литвари 5 команда хутшăннă. Атăл çыранĕпе акватори- йĕнчи фейерверксемпе 2 кун киленме май килнĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисенче хакланă. «Чи лайăх фейерверк-шоу кăтартакан» номинацире Шупашкар хулинчи «Пироснаб-Поволжье» ООО çĕнтернĕ.

«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль çĕртме уйăхĕн 23—24-мĕшĕсенче иртнĕ. Кăçал унта Раççей Федерацийĕнчи 27 регионти 29 коллектив тата Белоруссирен 1 коллектив, пĕтĕмпе 700 ытла çын хутшăннă.

Июнĕн 24—25-мĕшĕсенче «Фирма Акконд-агро» ХАО никĕсĕ çинче «Уй-хир кунĕ — 2013» республикăри выставка иртнĕ. Унта РФ ял хуçалăх техники, уй-хир культурисене апатлантармалли, тĕрлĕ сăтăрçăсенчен сапмалли препаратсем кăларакан, вăрлăхпа тивĕçтерекен предприятисем хутшăннă.

Çĕртмен 20-мĕшĕнче Красноармейски рай-онĕнче строительство керамикин «Кетра» заводне — «Тус» АХО филиалне хута янă. Унта тăмран ăшă тытакан тĕрлĕ хĕрлĕ кирпĕч, черепица, брусчатка тата ытти строительство материалĕсем туса кăлараççĕ. Завода тăм Красноармейски тата Туçи Чуракасси карьерĕсенчен турттараççĕ. Ăна хутăштарса çăрса чĕрĕ кирпĕч çапаççĕ. Кăмакаран вăл тĕрлĕ тĕслĕ — сăрă сĕмлинчен пуçласа тĕксĕм хăмăр таранах — тухать. Заводра 150 рабочи вăй хурать. Çулталăкне пурĕ 60 миллион ытла пиччĕн кирпĕч çапса кăларма планлаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче «Ядринмолоко» АУОн сĕт тирпейлекен çĕнĕ заводне хута янă. Çĕнĕ завод пуçламăш тапхăрта 200 тонна сĕт продукцийĕ туса кăларать.

Тăван халăхăн чи пĕлтерĕшлĕ, сумлă та сăваплă уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Кăçал вара çак уява Чăваш Енри хуласемпе районсенчи фольклор коллективĕсем çеç мар, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Хакассипе Ямало-Ненецки автономи округĕнчен, Украинăран, Белоруссирен, Мускав, Воротынец, Мурманск хулисенчен, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Ростов, Ульяновск, Свердловск, Челябинск облаçĕсенчен килсе çитнĕ.

Йăлана кĕнĕ спорт тата сывă пурнăç йĕркин «Çăлтăрпа пĕрле — ирхи зарядкăна» уявне кăçал 30 пине яхăн çын тухнă. Çак хисеп ку пулăм рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕме пултарассине кăтартать. Мероприяти рейтингра 2-мĕш вырăнта.

Республикăна РФ оборона министрĕн вымпелне парса чыслани рейтингра 4-мĕш вырăн йышăнать. РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем ирттернĕ çар учетне пурнăçлассине чи лайăх йĕркелемелли смотр-конкурсра çĕнтернĕшĕн чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей оборона министрĕн вымпелне парса чысланă. РФ Оборона министерствин конкурс комиссийĕ 2013 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш Республикинче çар комиссариачĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем саппасри çар çыннисене мĕнле шута илнине, вĕсемпе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. «Çак çитĕнÿ республика правительствин, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, администраци пуçлăхĕсен, çар комиссариачĕн пайĕсен кулленхи тăрăшуллă пĕрлехи ĕçĕпе пулнă», — тенĕ А.Линьков генерал-майор.

2012 çул пĕтĕмлетĕвĕпе республика физкультурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркеленине тупса палăртас енĕпе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Раççей Правительстви пуçласа Чăваш Ене «Раççей регионĕ» номинацире физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премийĕпе чысланă. Пирĕн республикăна Раççей Федерацийĕнче спортпа туслă чи лайăх регион тесе йышăннă. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко наградăпа чысланă. Çак мероприятие виççĕмĕш вырăнпа хакланă.

Октябрĕн 1—6-мĕшĕсенче Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри спорт туризмĕн çамрăксен фестивалĕнче Чăваш Ен команди çĕнтернĕ. Пирĕн спортсменсем 16 хутчен пĕрремĕш вырăна, 4 хутчен иккĕмĕш вырăна, виççĕмĕш вырăна пĕр хутчен тивĕçнĕ.

Çанталăк вара спортсменсене çирĕп тĕрĕсленĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăкра вăй виçме çăмăлах килмен, апла пулин те вĕсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. Вĕсен хастарлăхне 5-мĕш вырăнпа хакланă.

Октябрĕн 26-мĕшĕнче тĕп хулара К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн 8-мĕш Аслă Пухăвĕ иртнĕ. Раççейĕн 26 субъектĕнчен тата чикĕ леш енчи пилĕк çĕр-шывран 282 делегат килнĕ. Çав кунах ЧНК 8 Аслă пухăвĕ çĕнĕрен суйланă Мăн Канаш ЧНК тытăмĕсене çирĕплетнĕ. Президент сĕннипе пĕрремĕш вице-президентпа вице-президентсене суйланă. Çак пулăм рейтингра 6-мĕш вырăнта. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика