АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци ăнăçлă вĕçленнĕ

25 декабря 2013 г.

Республикăра «Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн!» акци вĕçленнĕ. Çак мероприятие кашни çулах Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.

Акцие 248 пине яхăн çын хутшăннă, çав шутран 200 пинрен ытларахăшĕ — 14—30 çулсенчи çамрăксем. Акци вăхăтĕнче 9 пин ытла мероприяти ирттернĕ.

«Çак тапхăрта пирĕн районта 357 мероприяти йĕркеленĕ, унта пурĕ 5575 яхăн çын хутшăннă. Вĕсенчен 4200-шĕ —14—30 çултисем», — пĕлтерчĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Ольга Карсакова.

Акă, Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе учителĕсем акци вăхăтĕнче чылай мероприяти йĕркеленĕ: спорт ăмăртăвĕсем, тĕл пулусем, калаçусем тата ытти те. Кунта, паллах, шкул директорĕн Надежда Александровна Петрован тÿпи те пысăк.

М.АЛЕКСЕЕВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика