25 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн коллективĕ кăçал хăйсен професси уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕ.
«Пенси реформи 10 çул ытла йĕркеленсе пырать. Çак хушăра, тĕпрен илсен, пенси страхованийĕ çирĕппĕн хăйне кăтартрĕ. Пенси шайĕ чылай хăпарчĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче ĕçленине çĕнĕрен хакласа пенсисене ÿстертĕмĕр. Ĕçлемен пенсионерсене вырăнта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар тÿлетпĕр. Нумай лайăх улшăну пулчĕ çак тапхăрта. Акă, 2007 çултанпа амăшĕн капиталĕн 1282 сертификатне панă. Палăртмалла, 2013 çулта — 179», — паллаштарчĕ кĕскен цифрăсемпе РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ Ирина Белобаева.
Пирĕн районта пенсионерсен шучĕ ÿснĕ. Паянхи кун ку кăтарту 7900-пе танлашать. Çакă ытларах çын тивĕçлĕ канăва тухнипе мар, пенсионерсен ĕмĕрĕ вăрăмланнипе çыхăннă. Вĕсенчен чыла-йăшĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Ку, паллах, çыннăн сывлăхĕ, ĕмĕрĕ çине лайăх витĕм кÿрет.
Кунта ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшни каламасăрах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем ырă ята тивĕçнĕ, тивĕçеççĕ те. Вĕсенчен пĕри —Любовь Шашкина. Любовь Варсанофьевна кăçал республикăра профессипе чи лайăххине палăртас тĕлĕшпе иртнĕ конкурса хутшăнса Диплома тивĕçнĕ.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"