АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене – пылак çимĕç

25 декабря 2013 г.

Кашни çулах, йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш Республикин потребсоюзĕпе регионти «Единая Россия» партин представителĕсем Çĕнĕ çул умĕн «Ачасене — шăккалат» акци ирттереççĕ. Акă, кăçал та ăна кирлĕ шайра йĕркелерĕç.

Райпон ялсенчи магазинĕсенче тавар туянакансем акцие активлă хутшăннă, пурĕ 837 шăккалат пухнă. Уйрăмах çак енĕпе Йÿç Шăхалĕнчи магазинта тăрăшакансем (Елена Дюкина заведующи) палăрнă, кĕске вăхăтра 89 шăккалат пухнă. Аслă Чурачăксем — 64 (Эльмира Валиуллова), Йăлмахвасем — 51 (Людмила Кузьмина), райцентрти Суту-илÿ çурчĕ — 40 (Ирина Кочанова), Юнтапасем — 45 (Вегиза Алимова).

Декабрĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕнче акцие пĕтĕмлетрĕç. Унта район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев, вырăнти «Единая Россия» партин политканашĕн ертÿçи Валерий Гаврилов, Комсомольски райповĕн кадрсен пайĕн начальникĕ Людмила Кокшина тата ыттисем те хутшăнчĕç. Валерий Николаевич районти суту-илÿ точкисенче тăрăшакансене, акцие хутшăнакансене тав турĕ.

Пухнă пылак çимĕçсене çитес кунсенче тăлăх тата сусăр ачасем патне Хĕл Мучипе Юр Пике çитерсе парĕç.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика