25 декабря 2013 г.
Чăваш Енре Олимп çулăмĕн уявне пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Эстафетăччен 2 кун кăна юлчĕ.
Олимп вăййисен тĕп символĕ кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ. Унтан хулан тĕп урамĕсемпе çула тухĕ: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен тÿремĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев, Çĕрпÿ урамĕсем.
Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕ — чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă корпусĕ патне çитиччен. Иккĕмĕшĕ — тĕп тапхăрсенчен пĕри — Хĕрлĕ лапам. Олимп çулăмне унта çуна çинче ларакан Хĕл Мучипе хуралçăсем илсе килĕç. Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче чаплă концерт иртĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл Мучипе пĕрле зарядкăна тăрĕç. Юлашки тапхăр — «Олимпийский» стадион, унта 18 сехетре пысăк та савăнăçлă уяв пуçланĕ.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ 10 сехетрен пуçласа 22 сехетчен эстафета иртекен çулсемпе автомобильсене тата общество транспортне вăхăтлăха çÿреме чарасси çинчен йышăну кăларнă.
Источник: "Каçал Ен"