21 декабря 2013 г.
Районти шкулсенче ăста учительсем сахал мар. Кашнийĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче тĕрлĕ майсемпе усă курса ачасене тарăнрах пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Тишкерни акă мĕн кăтартса парать: учителĕн вĕренÿри çитĕнĕвĕсем уроксенче паха тĕслĕхсемпе усă курнипе çыхăннă. Кашни урокра учитель çĕнĕлĕхсемпе, хăйне евĕрлĕ меслетпе усă курса ĕçлени ачасене шухăшлама, вĕсен активлăхне ÿстерме нумай пулăшать. Çак тĕллевпе ирттереççĕ те ĕнтĕ районти шкулсенче ĕçлекенсем предметсен фестивалĕсене. Акă, декабрĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ĕç урокĕсен, рисовани, черчени учителĕсен иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.
Çак предмета вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвне 15 çул ытла Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕ Ф.В. Гаврилов ертсе пырать.
Кăçалхи фестиваль «Учителĕн педагогикăри пултарулăхĕ» темăпа иртрĕ. Ăшшăн кĕтсе илчĕç хăнасене шкулта. Вĕсем ачасем ĕç урокĕсенче хăйсем ăсталанă тĕрлĕ япаласемпе паллашрĕç.
Акă, сăмахран, Тукай Мишер вăтам шкулĕн ачисем Г.Д.Зарипова тата Р.Г.Зинатуллина учительсем ертсе пынипе тĕрлĕ тĕслĕ пусмаран матрешкăсем ăсталанă.
Шкулта Ф.Гавриловăн картинисен выставкине те йĕркеленĕ. Кĕскен каласан, фестиваль тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе тăрăшни куç умĕнчех.
Фестивале килнĕ хăнасем хăйсен паха тĕслĕхĕпе паллаштарма пуçларĕç. Акă, Г.Н.Петров (Хырхĕрри шкулĕ) тата В.М.Салаев (Асанкасси) «Творчествăлла урок» конкурсра пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕри электричество çыхăнăвĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парассипе ачасемпе ĕçлерĕ, тепри авиамодельсем тума вĕрентрĕ.
Унтан «Мастер-класс» конкурс пуçланчĕ. Кунта учительсем илемлĕх технологийĕнчи пултарулăхне кăтартрĕç. Тукай Мишер вăтам шкулĕн учителĕсем пирки (матрешкăсем) çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ. Урмаел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ М.Н.Хайбуллина вара ачасене илемлĕ витражсем тăвассинчи вăрттăнлăхсене уçса пачĕ.
Чĕчкен шкулĕн учителĕ Л.Н.Гибатдинова ачасене тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе ĕçлессинчи ăсталăхне ÿстерме майсем туса парать. Çекĕлпе çыхса темĕн тĕрлĕ илемлĕ чечексем те хатĕрлеме пулать иккен. Акă, вăл пĕр ĕçне «Розовая розочка» ят панă.
Тепĕр вĕрентекен — Г.Г.Асейнова. Вăл Хирти Явăш шкулĕнче тăрăшать. Фестивале килнисене хăйĕн «Чечексем — хамăр алăсемпе» ĕçĕпе паллаштарчĕ. Çак конкурсра шкулсенчен килнисем те ачасем пекех тăрăшса ĕçлерĕç, пĕлĕвне те, ăсталăхне те ÿстерчĕç. Ку номинацире жюри Г.Г.Асейнова (Хирти Явăш) пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Иккĕмĕшĕсем М.Н.Хайбуллинапа (Урмаел) Л.Н.Гибатдинова (Чĕчкен) пулчĕç. Р.Г.Зинатуллинапа Г.Д.Зарипова (Тукай Мишер) виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.
Урмаел вăтам шкулĕн учителĕ В.Х.Камалетдинов (пултаруллă художник) фестивальре видео-урок пачĕ. Вăл тĕрлĕ çĕр-шывсенче пулса пухнă паха тĕслĕхĕпе пурне те паллаштарас тĕллевпе фестивале килнĕ.
Жюри «Учитель творчестви» конкурсра палăрнисем пирки те хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Ф.В.Гаврилов — пĕрремĕш (Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕ), А.А.Можаева (Хирти Мăнтăр) тата В.Х.Камалетдинов (Урмаел) — иккĕмĕшсем, Н.В.Игнатьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) тата Г.Н.Петров (Хырхĕрри) виççĕмĕшсем пулчĕç.
Фестиваль программине «Вĕренекенсен творчестви» конкурса та кĕртнĕ. Ачасем ăсталанă хатĕрсемпе, модельсемпе, илемлĕ тĕрлĕ япаласемпе, ÿкерчĕксемпе выставка йĕркеленĕ. Д.Акшовăпа Э.Мухаметшина (Урмаел, 11-мĕш класс) — пĕрремĕш, И.Хайрулловпа Н.Джабарова (иккĕшĕ те Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренеççĕ) — иккĕмĕш, С.Макаров (8-мĕш «б» класс, 1-мĕш шкул), А.Галзанова (2-мĕш «б» класс, 2-мĕш шкул), К.Оленева (2-мĕш «а» класс, 2-мĕш шкул) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Жюри 2-мĕш шкулта вĕренекен Л.Сумзинан (2-мĕш «а» класс) тата Н.Ананьеван (3-мĕш «б» класс) ĕçĕсене лайăххисен шутне кĕртрĕ.
Фестиваль ĕçне районти методика пĕрлешĕвĕн руководителĕ Ф.В.Гаврилов тата районти администрацийĕн вĕренÿ пайĕн представителĕ А.А.Яковлев пĕтĕмлетрĕç. Фестиваль пĕлтерĕшне татах та ÿстерес, паха тĕслĕхпе анлăрах усă курас тĕллевпе 2014 çулхи фестивале Тутарстан Республикинчи Кайпăç районĕнчи шкулсенче ĕç урокĕсене вĕрентекен учительсене те йыхравлама калаçса татăлчĕç.
В.ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Каçал Ен"