21 декабря 2013 г.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова видеоконференци мелĕпе Раççейри пур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсемпе анлă канашлу ирттернĕ. Унта 2014 çулта диспансеризаци ирттермелли тата 2015—2016 çулсенче планпа килĕшÿллĕн халăха тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес патшалăх гаранти программине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
Канашлăва ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова, аппарат сотрудникĕсем тата специалистсем хутшăннă.
Вероника Игоревна патшалăх гаранти программине улшăнусем кĕртессин тытăмне тĕплĕн ăнлантарса панă. Кирек ăçта пурăнакан кашни гражданина тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ памалла, диагностика пулăшăвĕ илни, сипленни — пĕтĕмпех витĕр курăнмалла, —палăртнă вăл хăйĕн калаçăвĕнче.
Раççей Сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Татьяна Яковлева 2012 çулхи РФ Президен-чĕн май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн халăх вилеслĕхне тĕллевлĕн чакармалли çинче чарăнса тăнă. Аса илтеретпĕр, ку ĕçре диспансеризаци профилактикăн тĕп инструменчĕ пулмалла.
РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен 2013 çулта диспансеризаци планне пурнăçлассипе лайăх ĕçлекенсен йышĕнче. Пирĕн республикăра пепкесен вилеслĕхĕ пĕчĕк, чĕре чирĕпе аптракансем сахал вилеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"