21 декабря 2013 г.
Чăн-чăн сунарçăн ырă кăмăллă çын пулмалла. Унăн чăннипех те çут çанталăка юратмалла, упрамалла тата унăн пуянлăхне хушса пымалла. Пур йĕркене пăхăнса сунара тухакансем — çут çанталăк санитарĕсем. Вĕсем вăйсăр чĕр чунсене тытса чĕр чун тĕнчине малалла аталанма лайăх условисем туса параççĕ.
Хĕл кунĕсем питĕ хăвăрт çитрĕç. Пĕр вăхăт сивĕтсе те кăтартрĕ, çил-тăманĕ те килсе алхасрĕ… Йĕри-тавра шап-шурă çемçе юр тинĕс пек сарăлса выртать. Шăп тăмасть тавралăх, унта ачасем ăмăртмалла йĕлтĕрпе чупаççĕ, кунта хоккей площадкисене хута яма хатĕрлеççĕ. Сунарçăсен те тахçанах кĕтнĕ тапхăрĕ уçăлчĕ. Тин кăна çуса иртнĕ юр çинче мулкач, тилĕ йĕррисем питĕ лайăх курăнаççĕ.
Паян Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр ăста сунарçăпа паллаштарасшăн сире. Яш чухне ял çамрăкĕсен ĕмĕчĕсем тĕрлĕрен. Кам тухтăр пуласшăн, кам летчик, Валерий Ефремовăн вара сунарçă пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Чăн-чăн ар çыншăн алла пăшал тытса çывăхри уй-хирте е вăрманта çут çанталăк илемĕпе киленсе пĕр-пĕр чĕр чун хыççăн йĕрлесе кун ирттерни питĕ пысăк савăнăç мар-и-ха;
Валера шкулта вĕреннĕ чухнех спорта питĕ юратнă, яланах вăйлă чупакансен шутĕнче пулнă. Ăмăртусенче пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл персе малти вырăнсене тухнă. Ÿссе çитнĕçемĕн çамрăк каччă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ, сунарçă пулса тăнă. В.Ефремов районти сунарçăсен ушкăнне кĕрекенсенчен чи малтисенчен пĕри пулнă.
Çирĕм çул ытла вăл хăйĕн юратнă ĕçне пăрахмасть, хĕллехи сунара питĕ кăмăллать. Акă мĕн каласа кăтартрĕ сунарçă пĕр ухута пирки: «Пĕр кунхине ирех сунара кайма вăхăт тупрăм, йĕлтĕрсене сырса ял çывăхĕнчи чи пысăк çырмана çул тытрăм. Хамăр тăрăхри вырăнсене эпĕ алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлетĕп, ăçта мĕнле чĕр чун «хуçаланнине» чухлатăп. Пăшала çурăм хыçне çакса утнă чухне шанчăклă сунар йытти те манран юлмасть».
Нумай та пулмасть — туссем тилĕ йĕрĕ çине ÿкеççĕ. Чылай вăхăт хушши чее тилĕ вĕсене пĕр вырăнтах çавăрттарса çÿрет. Анчах та Валерий Ильич чăтăмлăх çитерсе çак чĕр чуна тытатех.
Паянхи кун пирĕн районти сунарçăсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пыраççĕ, çут çанталăкри чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен тĕрĕс виçине тытса тăрасси вĕсенчен килет-çке. Районти сунарçăсен ушкăнĕнче çулсерен чи лайăххисене палăртса хăвараççĕ. Вĕсен шутĕнче Валерий Ефремов темиçе хутчен те пулнă, ăна Хисеп хучĕсем парса чысланă. Малашне те сунарçа ăнăçу сунатпăр.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"