АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару иртнĕ

18 декабря 2013 г.

Декабрĕн 13-мĕшĕнче районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта район прокурорĕн пулăшаканĕ О.Васильева та хутшăннă.

Ларура административлă право йĕркине пăснă пирки 4 ĕç пăхса тухнă. Транспорт хатĕрĕпе правасăр çÿренĕшĕн çул çитмен пĕр ачана 5 пин тенкĕлĕх штраф панă. Икĕ протокола пăхса тухассине вăхăтлăха хăварнă, пĕр протокола йĕркене пăсни çук тесе пăрахăçланă.

Çавăн пекех ларура çул çитменнисем хушшинче преступлени шайĕ ÿснине, вĕсене хирĕç тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем пурнăçланине тата ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ, кирлĕ йышăнусем тунă. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси секретарĕ Л.Пушкина федераци саккунне кĕртнĕ хăш-пĕр улшăнусем çинче чарăнса тăнă.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика