14 декабря 2013 г.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче, çĕр-шывра Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине анлă паллă тунă кун, район прокуратуринче Владимир Николаев прокурор йышăну кунĕ йĕркелерĕ.
Йышăну умĕн вăл район прокуратурин ĕçченĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Раççейĕн çĕнĕ Конституцийĕ мĕнле тапхăрта çырăнса вăй илни çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ.
— 20 çул каялла йышăннă Конституци вăл — çĕр-шывăмăра аталантармалли, унăн патшалăх тата общество тытăмне палăртса хăварнă демократи никĕсĕ те, этем тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене çирĕплетекенĕ те. Çавăнпа та пирĕн тивĕç — унта мĕн çырнине тĕрĕс пурнăçласси, — терĕ Владимир Геннадьевич.
Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ прокуратурăра кăнтăрла 12 сехетре пуçланчĕ.
Унта черет пысăк маррипе усă курса район прокурорне граждансене йышăнас енĕпе кăçалхи январь—декабрь уйăхĕсенчи цифрăсемпе паллаштарма ыйтрăм.
«2013 çулта эпир 134 çынна тĕрлĕ ыйтупа йышăннă. Вĕсенчен 31-шне çынсем ыйтнă пек татса панă, 29-шĕпе представлени янă, 2-шĕпе протест тăратнă, 7-шĕпе административлă ĕç пуçарнă тата ытти те. Уйрăмах граждансене ЖКХ, еткерлĕх, çĕр ыйтăвĕсем тата ытти те кăсăклантараççĕ. Ĕç саккунне пăснă тĕслĕхсемпе те килнисем нумай пулнă», — пуçларĕ калаçăвне юстицин аслă советникĕ, кăтартăвĕсем çинче пайăррăн чарăнса.
Çак кун РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ, полици подполковникĕ Геннадий Кокшин та граждансене йышăнчĕ. Сăмах май, вăл кăçалхи 11 уйăхра 123 ыйтса çырнине йышăннă, вĕсенчен 54-шĕ — преступлени туни тата право нормисене пăсни пирки. Пуринпе те тĕрĕслевсем ирттерсе йышăнусем кăларнă, пĕр полици ĕçченне дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.
Пĕтĕм Раçейри йышăну кунĕнче район прокуратурипе шалти ĕçсен пайĕнче икшер çын пулчĕ, тĕрлĕ ыйтусем пачĕ.
Патшалăхăн право никĕсĕ çырăннă куна районта çÿлти шайра паллă турĕç. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен тĕп саккун вăя кĕнĕ кун — уявсенчен малта тăраканнисен шутĕнче. Пирĕн те ăна яланах асра тытмалла, кашни гражданинăн Тĕп саккуна — Конституцие — пăхăнмалла, ирĕклĕхсемпе тĕрĕс усă курмалла тата тивĕçсене пурнăçламалла.
Конституцире палăртнă саккунсемпе килĕшÿллĕ пурăнасси — кашнин тивĕçĕ.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"