АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах çырăннă, çырăнать те

14 декабря 2013 г.

— «Каçал ен» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Унта мана уйрăмах Ревокат Моисеев çырнисем килĕшеççĕ. Вăл пурнăçри çивĕч ыйтусене çĕклени хумхантарать. Район хыпарĕсемпе те хаçат урлă вăхăтра паллашатпăр. Яланах унпа тачă çыхăну тытнă, тытатпăр та, — терĕ Комсомольскинче пурăнакан Алексей Трофимов.

Вăл Аслă Çĕрпÿелĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен Казахстанри професси паракан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Кунта икĕ çул пĕлÿ пухнă хыççăн электрик специальноçне алла илнĕ.

— Тăван ене таврăнса тĕп хуламăрта автобазăра ĕçлерĕм. Унтанах çар ретне тăтăм, çар тивĕçĕсене Семипалатинскра полигонра пурнăçларăм, — тăсрĕ калаçăва малалла Алексей Иванович.

Салтак аттине ураран хывсан вăл тăван районти «Сельхозтехникăна» электрике вырнаçнă. Каярахпа тĕрлĕ ĕçре — слесарьте, электромонтажникре — тăрăшнă, опыт пухнă. Тивĕçлĕ канăва вара А.Трофимов «Промкерамикăран» тухнă.

Яланах çынсемпе сăпай калаçаканскере ял-йыш хисеплет, тĕслĕх вырăнне хурать.

Алексей Иванович шăпине Виçпÿрт хĕрĕпе, Галина Назаровна Парковăпа, çыхăнтарнă, çемье йăвине Комсомольскинче çавăрнă. Виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Трофимовсем, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Район хаçачĕпе туслă Трофимовсем 6 мăнукпа савăнаççĕ.

— Район хаçатне Шупашкарта пурăнакан тăвансем те çырăнса илеççĕ. Пĕчĕк тăван çĕр-шыв хыпарĕсем кирек ăçта пурăнсан та кăсăклă-çке, — тет туслă мăшăр.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика