АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтпе пурăнаççĕ

11 декабря 2013 г.

Районти инвалидсен обществинче тăракансем хевтесĕр çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, вĕсене ĕçе явăçтарас тата общество пурнăçне хутшăнтарас тесе ырми-канми тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Районта та, республика шайĕнче те вĕсем валли тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ.

Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи куç курманнисен обществинче паянхи кун 125 çын шутланать. Сăмах май каласан, кунта 2013 çулта тата икĕ çынна шута илнĕ. Вĕсенчен пĕри 62 çулти хĕрарăм, тепри — çул çитмен хевтесĕр ачан амăшĕ — саккунлă представителĕ.

Çак кунсенче икĕ районти куç курманнисен обществин секретарĕпе Валентина Васильевна Константиновăпа курса калаçрăм.

— Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи инвалидсен обществине Г.И.Михайлов ертсе пырать. Çак категорири граждансем валли планпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Хевтесĕр çынсен çивĕч ыйтăвĕсене тимлĕхре тытнипе кăна мар, общество членĕсене сумлă юбилейсемпе те парне парса саламлатпăр. Вĕсем пĕрре те пуçĕсене усмаççĕ, хăрамасăр шав малалла ăнтăлаççĕ, тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ, яланах лайăх ĕмĕтпе пурăнаççĕ, — терĕ Валентина Васильевна.

Малалла вăл кĕскен цифрăсем çинче те чарăнчĕ. Обществăра тăракансенчен 35-шĕ — пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем, 39-ăн — иккĕмĕш, 43-ĕн — виççĕмĕш ушкăнра тăракансем.

Общество членĕсем уйăхра пĕр хутчен районти тĕп библиотекăра пуçтарăнса тунă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене тишкереççĕ. Сăмах май, библиотека çумĕнче чылай çул ĕнтĕ вĕсем валли «Шурă туя» клуб ĕçлет. Акă, нумаях пулмасть вĕсем йĕркеленипе Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ Ирина Белобаева хевтесĕр çынсемпе «Пенси реформисем» темăпа тĕл пулу ирттернĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина та тăтăшах çавăн пек тĕл пулусенче пулса ыйтусем çине хуравлать. Çавăн пекех куç курманнисен обществин секретарĕ ытти çынсене те ĕçре пулăшнăшăн ырă сăмахсем каларĕ. Вĕсем: районти социаллă страховани фончĕн специалисчĕ Валентина Тихонова, 41-мĕш "-лĕ аптека заведующийĕ Людмила Васильева, социаллă экспертизăн тĕп бюровĕн директорĕ Валентина Васильева тата ыттисем те.

— Ятранах асăннисем инвалидсене пырса тивекен саккунсен çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарма яланах хаваспах килĕшеççĕ. Спортпа та туслă общество членĕсем. Сăмахран, С.В.Зайцев кăçал республикăра инвалидсем хушшинче шашкăлла выляса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, чемпион ятне тивĕçрĕ, — вĕçлерĕ калаçăва В.Константинова.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика