11 декабря 2013 г.
Республика территорийĕнче юлашки вăхăтра карас телефонĕпе усă курса улталасси нумайланнă. Пĕрисем тус-тăван йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ тесе пĕлтереççĕ. Ку тĕслĕхре ултавçăсем телефон номерĕн юлашки цифрисене пĕчĕклетсе е пысăклатса пынă май суйласа илеççĕ те шăнкăравласа яраççĕ, абонент патне ывăл-хĕрĕ е тăванĕ пек пулса, пăлханнă сасăпа çул-йĕр инкекне лекнине пĕлтереççĕ, ĕç шала кĕрсе ан кайтăр тесен укçа тÿлеме ыйтаççĕ. Çав хушăра телефон калаçăвне тепĕр çын («полици сотрудникĕ» хутшăнать), укçана мĕнле куçарса памаллине ăнлантарать.
Теприсем парне выляса илни пирки пĕлтереççĕ. Унăн схеми вара ансат: абонент номерĕ çине шăнкăрав е смс-пĕлтерÿ килет. Унта сирĕн абонент номерĕ вылявра хутшăнса пĕр-пĕр парне çĕнсе илнине пĕлтереççĕ. Унтан палăртнă номер çине комиссишĕн е урăх тăкакшăн тÿлеме укçа хывма ыйтаççĕ. Укçа куçарса панă хыççăнах ултавçăсем телефонĕсене тытма пăрахаççĕ, сÿнтерсе хураççĕ.
Виççĕмĕшĕсем банк карттисене хупласа хуни пирки пĕлтереççĕ. Телефон çине хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ шăнкăравлать имĕш. Вăл банкăн тĕп компьютерне вирус кĕрсе кайнăран программа чăхăмлама пуçланă пирки карттăна хупласа хунине пĕлтерет. Банкра ĕçлекенсен терминĕсемпе усă курса калаçнă май вăл шанчăка кĕрет. Çакăн хыççăн карттă хуçин банкомата кайса палăртнă номерпе шăнкăравласа ямалла, телефонпа хушнă ĕçе пурнăçламалла, укçа хумалла.
Çавăн пекех медицина пулăшăвĕ парасси тата эмелпе тивĕçтересси пирки те шăнкăравласа пĕлтернине тĕл пулма пулать. Палламан çын медицина организацийĕн сотрудникĕ пек пулса ватă патне шăнкăравлать. Чиртен мĕнле сипленмеллине палăртать, хăвăрт сывалмашкăн медицина приборне е эмел туянма, укçа-тенке банкри счет çине куçарма сĕнет.
Çÿлерех асăннă самантсене асра тытса хăвăра улталама ан парăр. Телефонпа шăнкăравлакан ют çынсене ан ĕненĕр.
С.КОКОРЕВ.
Источник: "Каçал Ен"