11 декабря 2013 г.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче çĕр-шывра Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине анлă паллă тума палăртнă. Уяв умĕн, декабрĕн 11-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче юбилей ячĕпе пысăк мероприяти иртет. Унта пухăннисене Раççей Конституцине халалласа ÿкернĕ презентациллĕ фильм кăтартĕç (ăна «Чувашия» ПТРК хатĕрленĕ). Çавăн пекех хăнасене паллă куна халалласа пичетленсе тухнă «Советская Чувашия» хаçат та валеçсе парĕç.Телекуравçăсем вара çав кун 21 сехетре мероприятие наци телевиденийĕпе курма пултараççĕ.
Сăмах май, юбилее хатĕрленсе Чăваш Енре тĕрлĕ меро-прияти йĕркелерĕç. Акă, сентябрĕн 1-мĕшĕнче республикăри пур шкулта та Конституци урокĕ ирттерчĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсемпе библиотекăсенче викторинăсем, кĕнеке выставкисем, олимпиадăсем, çавра сĕтелсем тата ытти те пулчĕç. Çавăн пекех пур районта та ноябрĕн 20-мĕшĕнче право сехечĕ иртрĕ. Унта пиншер çын юристсенчен консультаци илчĕ.
Республикăри изданисем ятарлă рубрикăсем те — «Раççей Федерацийĕн Конституцине — 20 çул», «Пирĕн тĕп саккун», «Конституци урокĕсем», «Право» — лартрĕç. Унта депутатсем, юристсем тата министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем çĕр-шывăн тĕп уявне çутатрĕç.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика III конференцийĕ иртет. Шкулсенчи 10—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем республикăри «Эпĕ — Раççей гражданинĕ» олимпиадăна хутшăнса ăсталăхне кăтартĕç.
Декабрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Раççей Федерацийĕн Конституцине — 20 çул: пĕтĕмлетÿ тата пуласлăхĕ» çавра сĕтел йĕркелеççĕ.
Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.
Источник: "Каçал Ен"