АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Взятка илнĕшĕн явап тыттараççĕ

07 декабря 2013 г.

Декабрĕн 9-мĕшĕ — Пĕтĕм халăхсен коррупципе кĕрешмелли кун. Шăпах çак кун умĕн ЧР районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви комитечĕ хăйĕн 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

Кăçал следстви комитетне коррупципе çыхăннă преступлени пирки 78 хыпар пулнă. Вĕсенчен 48-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, 24-шне пăрахăçлама йышăннă. Коррупципе уголовлă 11 ĕç пуçарнă, 5 тĕслĕх вара шăпах Комсомольски районĕпе çыхăннă.

Тĕслĕхрен, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи ветеринари пункчĕн заведующине аш-какай пирки справка çырса панăшăн,1694 тенкĕ взятка илнĕшĕн айăпланă. Çавăн пекех Комсомольски районĕнче ĕç вырăнĕпе усă курса коррупципе çыхăннă преступлени тунăшăн 54 тĕслĕх тупса палăртнă, взятка илнипе 26 тĕслĕх регистрациленĕ. Взятка паракан тĕлĕшпе уголовлă 1 ĕç пăхса тухнă.

Р.ШАЙХАЛОВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика