07 декабря 2013 г.
Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа районти тĕп библиотекăра «Ырăлăхпа тултăр чĕре» тематика каçĕ иртрĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе тĕп библиотека директорĕ И.Ядрова, районти инвалидсен обществин председателĕ И.Албутова, куç курманнисен обществин секретарĕ В.Константинова тата ыттисем те саламларĕç.
Пухăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем ыйтусене уçăмлатрĕç, хуравсем пачĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ И.Белобаева, социаллă страховани фончĕн специалисчĕ В.Тихонова, 41-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Л.Васильева, районти медицина тата социаллă экспертизăн тĕп бюровĕн директорĕ В.Васильева инвалидсене пырса тивекен чылай ыйту çине хуравларĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.
В.Боровкова библиотекарь чылай паллă çын, инвалид пулсан та, пурнăçра хăйсен шанăçне çухатмасăр малалла талпăнса çитĕнÿсем туни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех пухăннисем «Все краски жизни через книгу» кĕнеке выставкипе, инвалидсем хатĕрленĕ ал ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç.
Инвалидсен кунĕ умĕн районти тĕп библиотекăра «Надежда» тата «Шурă туя» клуб членĕсем пухăнчĕç. Вĕсене ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç. В.Боровкова, Е.Хораськина, Р.Сереброва библиотекарьсем тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç. Районти куç курманнисен обществин секретарĕ В.Константинова çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕ.
А.ВОЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"