07 декабря 2013 г.
Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Издание вил тăприсем çине çырнă, паян кунччен упранса юлнă çырусем, паллă мар авторсен, классиксен, хальхи вăхăтри поэтсен произведенийĕсене тата ыттине те кĕртнĕ.
Çавăн пекех кĕнекере 284 поэтăн ячĕ тата произведенийĕсем пур. Антологие К.Ивановăн, М.Çеçпĕлĕн, П.Хусанкайăн, В.Миттан, Я.Ухсайăн тата ытти сăвăçсен хайлавĕсем кĕнĕ. Кĕнеке вулакансем çамрăк литераторсен М.Карягинан, О.Прокопьевăн, Н.Сельверстрован тата ытти поэтсен сăввисемпе паллашма пултараççĕ.
600 страницăллă кĕнекен ум сăмахне филологи наукисен докторĕ В.Г.Родионов çырнă.
Кĕнеке тухнинче В.Г.Родионовăн, В.Н.Алексеевăн, В.Н.Гончаров художникăн тÿпи пысăк.
Чăваш кĕнеке издательствин коллективĕ ăна кăларма пулăшакансене —Ф.Агивера, Ю.Айдаша, М.Васильева, Д.Гордеева, Г.Дегтярева, В.Ендерова, Г.Желтухина, С.Куснара, Г.Николаева, Ю.Семендера, М.Сениэле, Г.Соловьева, В.Станьяла, И.Тарасова, А.Хусанкая тав тăвать.
Çĕнĕ кĕнекен тиражĕ — 2200 экземпляр.
Чăваш кĕнеке издательстви.
Источник: "Каçал Ен"