07 декабря 2013 г.
Иртнĕ кунсенче пушар хуралĕн тытăмĕнче тăрăшакансем волейболла выляса ăмăртнă. Сăмах май, тупăшăва пакунлă çынсем Çăлавçăсен кунне халалланă.
Турнира пурĕ пилĕк район (Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Тăвай тата Комсомольски) команди хутшăнса вăй виçнĕ. Хĕрÿ тупăшура Комсомольскисем чи ăстисем пулнă, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Патăрьелсем — иккĕмĕш, Елчĕксем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ, наградăсене тивĕçнĕ.
Район чысне Дмитрий Галкин, Николай Мамуткин, Александр Антонов, Андрей Самарин, Андрей Жирнов тата команда капитанĕ Сергей Алексеев хÿтĕленĕ. «Спорт пире ĕçре пулăшнă, пулăшать те», — терĕ Сергей Алексеевич, вылякансене çитĕнÿшĕн тав туса.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"