07 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн сотрудникĕсем ноябрь уйăхĕнче «Алкоголь», «Табак» профилактикăлла операцисем ирттернĕ. Çав тапхăрсенче каçхине виçĕ рейд йĕркеленĕ, унта пурĕ пакунлă 15 çын хутшăннă.
Сăмах май, çул çитмен ачасем пирки киревсĕр ĕçсем тунăшăн кунран-кун законодательство çирĕп ыйтассине ÿстерсе пырсан та, çав-çавах киревсĕр тĕслĕхсем тупма пулать. Акă, рейдсем вăхăтĕнче çул çитмен ачасене сăра сутнăшăн суту-илÿ точкинче ĕçлекенсем çине РФ Административлă кодексĕн 14.16 статйин 2.1-мĕш пайĕпе 2 протокол çырнă. Полици сотрудникĕсем пĕр протоколне пăхса тухса 30 пин тенкĕ штраф тÿлемелли çинчен йышăну та кăларнă.
— Çавăн пекех эпир вĕренекене сутуçă табак сутнă тĕслĕхе те тупса çирĕплетрĕмĕр (РФ Административлă кодексĕн 14.53 статйин 3-мĕш пайĕ), ăна пăхса тухса йышăну тума контрольлекен органа ярса патăмăр, — терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор Гульназ Хуснутдинова.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"