04 декабря 2013 г.
СПИД чирĕ пĕтĕм планета тăрăх пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать. Кăçалхи август уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне Раççейре 771527 çын ВИЧ-инфекциллĕ пулнă. Чăваш Енре вара кăçал çеç 112 çын чирлĕ пулнине регистрациленĕ, пурĕ ВИЧ-инфекципе 1586 çын шутра тăрать. Районта чирлисен шучĕ 15 çынна çитнĕ, вĕсем пурте — 40 çула çитмен çамрăксем.
Çын организмне пĕрре çаклансан, ВИЧ инфекцийĕ унта яланлăхах юлать. Вирус организма чир-чĕре хирĕç кĕрешейми тăвать, çулран-çул аталанса, çирĕпленсе пынă май, вăл юлашкинчен СПИД тапхăрне куçать. Чирлĕ çыннăн çав тапхăрти пурнăçĕ темиçе çула кăна тăсăлать — хăрушă чир ăна вилĕм шăтăкне ăсатать.
ВИЧ-инфекци пĕр çынран теприне 3 çул-йĕрпе кăна куçать:
— ар çыхăнăвĕсем урлă;
— шприцсемпе, йĕпсемпе юн тымарне наркотиксем янă чухне;
— ВИЧ-инфекциллĕ хĕр арăмран чирлĕ ача çуралсан.
Асăннă çул-йĕрсемсĕр пуçне, инфекци урăх нимле майпа та сарăлмасть. Хăрушă чирпе ăнăçлă кĕрешме май паракан эффективлă препарата хальлĕхе тĕнчере шутласа тупайман-ха.
Чиртен сыхланас тесен кашни çыннăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Ар çыхăнăвĕсенче пĕр партнер кăна пулмалла. Ытти чухне презервативпа усă курмалла, вăл венери чирĕсенчен, çав шутра ВИЧ-инфекцирен, 98 процент таранах хÿтĕлет.
Е.ПЕРМЯКОВА.
Источник: "Каçал Ен"