04 декабря 2013 г.
2011 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнчи «Полици çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн граждансенче саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшала çынсем хăйсен ирĕкĕпе парассине йĕркелес ĕçе шалти ĕçсен органĕсене хушнă.
Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлессинчи чи эффективлă мелсенчен пĕри вăл — уйрăм çынсене хăйсен килĕсенче саккунсăр майпа тытса упракан хĕç-пăшала, сирпĕнекен тата çурăлакан япаласемлĕ тытăмсене, хĕç-пăшал пайĕсене право органĕсене тÿлевлĕ майпа килсе памаллине туса хуни.
Уйрăм çынсен аллине лекнĕ хĕç-пăшала, боеприпассене, сирпĕнекен япаласене тата ытти çар хатĕр-хĕтĕрне хăйсен ирĕкĕпе килсе паракансене, Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 222 статйипе килĕшÿллĕн, уголовлă яваплăх тытассинчен хăтараççĕ.
Район çыннисем! Енчен те сирĕн килте вăрттăн пытарса упракан çар хатĕрĕсем пулсан, нумай шухăшласа ан тăрăр, шалти ĕçсен пайне леçме васкăр. Ку эсир тунă чи тĕрĕс утăм пулĕ, вĕсене илсе юлакансем сирĕн ĕçе вăрттăнлăхра тытĕç тата хĕç-пăшала килсе панăшăн укçа-тенкĕ парса хавхалантарĕç.
Л.НИКИФОРОВА.
Источник: "Каçал Ен"