04 декабря 2013 г.
Иртнĕ эрнере районти тĕп библиотекăра библиотекарьсен семинар-канашлăвĕ пулчĕ. Чи малтанах Р.Сабитова методист, Е.Хораськина, В.Боровкова, А.Волкова библиотекарьсем тухса калаçрĕç. Вĕсем ялти вулавăшсенче тĕрĕслевпе çÿренĕ май, унти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех семинар-канашлура ачасене сиенлĕ тĕрлĕ информацирен хÿтĕлес темăпа калаçрĕç, тĕп библиотекăн çитес çул пурнăçламалли планне те сÿтсе яврĕç.
Районти тĕп библиотека директорĕ И.П.Ядрова библиотекăсенче халăх валли чи лайăх мероприяти сценарийĕ ха-тĕрлекенсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
А.ВОЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"