АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район малтанхи çулсенче

30 ноября 2013 г.

Çитес çул нарăс уйăхĕнче Комсомольски районне йĕркеленĕренпе 75 çул çитет. Вăл вăхăтра пурнăç çăмăл пулман: çур çултан иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă, икĕ çултан фашистла Германи пирĕн Тăван çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Аслă Каçалта район центрне тухăçлă ĕçлеме çителĕклĕ условисем пулман. Района çамрăксен организацийĕ ячĕпе Комсомольски ятлă туса хунă, чиккисене те палăртнă. Район центрĕн çурçĕр енĕ Кĕтне шывĕпе, хĕвел анăç енĕ Хăнтăрла шывĕпе, хĕвел тухăç енĕ Çĕнĕ Шăхран енчен юхса тухакан пĕчĕк Ятсăр шывпа чикĕленнĕ. Кăнтăр енче вара Анаткаспа Турикас, чиркÿ, вулăс кантурĕ пулнă çурт, «Большевик» колхоз амбарĕсем пулнă.

Района ертсе пыма, унăн кулленхи ĕçне-хĕлне йĕркелеме, паллах, тивĕçлĕ учрежденисемпе организацисем кирлĕ пулнă. Ялта вĕсене вырнаçтарма çуртсем çитмен. Чылай çурта Патăрьелĕнчен куçарса килнĕ. Хăш-пĕр учрежденисен вăхăтлăха уйрăм çынсен çурчĕсенче те ĕçлеме тивнĕ.

Район Советне вырнаçтарма Канаш районĕнчи Маяк ялĕнчен икĕ хутлă йывăç çурта куçарса килнĕ. Ăна халĕ прокуратурăпа суд вырнаçнă вырăна хăпартса лартнă. Кунта райĕçтăвком председателĕпе заместителĕ, социаллă пулăшу, сывлăх сыхлав, çут ĕç, çул-йĕр, хуçалăх учечĕн, пĕтĕмĕшле ĕç пайĕсем ĕçленĕ. Сăмах май каласан, 1962 çулта района пĕтерсен, ку çуртра амбулатори ĕçленĕччĕ, каярах вăл çурта Çĕнĕ Шăхран шкулĕ валли куçарса кайнă.

Райĕçтăвком çуртне хирĕçлерех пушă, усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕ çине парти райкомĕн çурчĕ вырнаçнă. Парти райкомĕ çĕнĕ çурта куçсан кунта ачасен музыка шкулĕ, çут ĕç пайĕн информатикăпа прокат центрĕ ĕçлеме пуçланă. Халĕ ку çуртра — «Çĕр тата çынсем» музей.

Ытти учрежденисем ăçта вырнаçнине халĕ çав вырăнта ĕçлекен учрежденисемпе организацисен çурчĕсемпе çыхăнтарни вырăнлă пулĕ, ăнланма пулăшĕ. Халĕ «Уют» йăла çурчĕ вырнаçнă вырăнта Чайковский ячĕллĕ промысла артелĕн кантурĕ, çĕвĕ çĕлекен цех, атă-пушмак, сехет юсакан мастерскойсем ĕçленĕ. Вĕсенчен çÿлерех, Завод урамĕпе Канаш урамĕн кĕтесĕнче, кăвак сăрăпа сăрланă апат-çимĕç магазинĕ вырнаçнăччĕ. Унпа юнашарах хĕвел анăç еннелле çăкăр магазинĕ ĕçленĕ. Çĕнĕ автовокзал вырăнĕнче (маларах унта райпо столовăйĕ вырнаçнăччĕ), ОСОАВИАХИМ тата спорт организацийĕсем ĕçленĕ. Каярах вĕсене Октябрь урамне куçарнă. Унтах хваттерсем, район хаçачĕн редакцийĕпе типографийĕ пулнă. Çак урамрах Госбанк уйрăмĕ, перекет касси, ача сачĕ, амбулатори ĕçленĕ (каярах амбулатори çуртĕнче çул-йĕр пайĕ вырнаçнă).

Халĕ çар комиссариачĕ ларакан çĕрте Патăрьелĕнчен куçарса килнĕ темиçе çурта пĕр-пĕрин çумне тĕртсе лартса çар комиссариатне тата хваттерсем вырнаçтарнăччĕ. Урам урлă, халĕ унта райпо склачĕсем, райĕçтăвком гаражĕччĕ, унпа юнашарах райпотребсоюзăн кантурĕ пулнă.

Пришкольнăй тăкăрлăкран пуçласа Канаш урамне çитичченех вырнаçнă çуртсенче райфо, Госстрах, çĕр ĕç пайĕ, пĕр вăхăт редакципе типографи ĕçленĕ. Районсем хушшинчи налук инспекцийĕн вырăнĕнче универмаг пулнă. Почта уйрăмĕ вырăнĕнче кĕтесре — аптека, юнашар — 4 хваттер. Аптекăран кăнтăр еннелле — чайнăй, хуçалăх тата культура таварĕсем сутакан магазинсем.

Завод урамĕпе Карл Маркс урамĕнчи кĕтесре хăна çурчĕ пулнă. Канаш урамĕ еннелле парткабинет ĕçлетчĕ. Вулавăш бурмистр çуртĕнче пулнă. Халĕ райпо совечĕпе правленийĕ вырнаçнă вырăнта Комсомольски ялповĕн кантурĕ тата магазинĕсем вырнаçнă. Милици уйрăмĕ вулăс кантурĕнчеччĕ. Халĕ унта Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă. МТС тата ветлечебница Хăнтăрла шывĕ хĕрринчеччĕ. МТС кантурĕ малтан уйрăм çын хваттерĕнче ĕçленĕ. Юсав мастерскойĕсене, складсене хăмасенчен çапса тунă лупассене вырнаçтарнă.

Ял халăхĕ пасара халĕ чиркÿ вырнаçнă лаптăка пухăнатчĕ. Хăмаран хатĕрленĕ сĕтелсем, тавар вырнаçтармалли ларексем пурччĕ. Çăкăр пĕçерекен пекарня Кĕтне хĕрринче пулнă. Завод урамĕпе Совет урамĕн кĕтесĕнче темиçе йывăç çуртра тĕрлĕ учрежденисем, коммуналлă хуçалăх кантурĕ, çут ĕç пайĕ, халăх сучĕ тата ыттисем ĕçленĕ.

Район центрĕн хальхи сăн-сăпачĕ малтанхипе танлаштарсан калама çук ÿссе улшăнчĕ. Малтан чул çуртсем пачах пулман пулсассăн, ик-виç хутлисем кăна мар, пилĕк хутлисем те ÿссе ларчĕç. Суту-илÿ, обществăлла апатлану çурчĕсем халĕ хуларинчен пĕрре те кая мар. Çĕнĕ урамсем, микрорайонсем çулран-çул ÿссе пыраççĕ. Район çыннисен пурнăç условийĕ кунран-кун лайăхланать.

Юбилей çитнĕ май унăн аталанăвĕн историйĕпе паллаштарни вырăнлă пулĕ, терĕмĕр.

В.ГРИГОРЬЕВ,

Р.МОИСЕЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика