30 ноября 2013 г.
Иртнĕ кунсенче Шупашкара СНГ çĕр-шывĕсен çамрăк журналисчĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем — Россия, СНГ çĕр-шывĕсен тата Евросоюзăн «Культурăсен диалогĕ» VIII медиа-форумне хутшăнакан делегатсем. Унта МИХсен представителĕсем Белоруссинчен, Украинăран, Арменинчен тата ытти çĕр-шывсенчен те пулнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.
Делегатсемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Сăмах май, проекта РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн пуçарнă, ăна Константин Косачева ертсе пыма шаннă.
Шупашкар хули — делегатсем пухăннă виççĕмĕш хула. Маларах вĕсем Мускавпа Санкт-Петербургра пулнă. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕпе тĕл пулнă. Хăнасем тĕрлĕ ыйтусем çине «халăх чурисенчен» тулли хуравсем илнĕ. Малалла МИХсен представителĕсем «Акконд» кондитер фабрикинче экскурсинче пулнă, пылак çимĕçсемпе сăйланнă.
Чăваш Енрен журналистсем Хусана çул тытнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"