АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен хăш вырăнта туртма юрамасть?

27 ноября 2013 г.

Малашне сигарет туртакансемпе кĕрешме тата та çăмăлрах пулĕ. Обществăлла вырăнсенче туртакансемшĕн штраф санкцийĕсем палăрмаллах ÿснĕ.

Енчен те кам та пулин ача-пăча площадкинче чĕлĕм туртсан 2—3 пин тенкĕ укçа кăларса хурĕ. Подъездра туртакан кÿрше те 500-тен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф тÿлеттерессе асăрхаттарăр.

Кинора е театрта та сигарет реклами, чĕлĕм туртакан сценăсем пулмалла мар. Куншăн должноçрисене 20 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Юридици сăпатĕнчисен вара çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн 100 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран кăларса пама тивĕ.

Çул çитмен ачана сигарет туртма сĕнекене 3 пин тенкĕ таран штрафлĕç.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика