АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçе хутшăнмалла

27 ноября 2013 г.

2014 çулхи февральте тăван районăмăр хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак вăхăт районта пурăнакансемшĕн, кунти ырми-канми тăрăшакансемшĕн пысăк уяв.

Çавна май эпир, ялсен, çынсен пурнăçне тĕпчекен тавра пĕлÿçĕсем, тĕрлĕ вăхăтра ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксен альбомне хатĕрлесшĕн. Унпа пĕрлех килте упранса юлнă тĕрлĕ документсене, çырусене, дневниксене, ялсен, колхозсен истори-йĕпе паллаштаракан хутсене, пултаруллă та маттур çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене илсе килме пултаратăр. Ялсенче музейсем йĕркелени те паха пулĕ.

Паянхи куна районта 50 ытла ял, 16 ялăн историйĕпе паллаштарса кĕнекесем пичетленсе тухнă. Ыттисем пирки те çырса пĕлтерсен аван пулмалла. Çавăнпа та районта пурăнакан кашни çын çак ĕçе хастар хутшăнасса кĕтетпĕр.

А.АГАФОНОВ, В.ГРИГОРЬЕВ, В.ЗАЙЦЕВА, Л.КАДКИН, А.КАПИТОНОВ, Г.КСЕНОФОНТОВ, И.МИХАЙЛОВ, В.НИКИФОРОВ, Е.ПАВЛОВА, Р.РОЗОВА, В.ЧЕРНОВ, Л.ШУРЯШКИНА, А.САВЕЛЬЕВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика