АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай функциллĕ центр сечĕ сарăлсах пырать

27 ноября 2013 г.

Вĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатас тĕллевпе районти НФЦăн начальникĕпе Оксана Григорьевăпа курса калаçрăм.

— Центр ĕçлеме пикеннĕренпе 30 çын ытла патшалăх тата муниципаллă пулăшу ыйтма килнĕ. Консультаци илекенсем 232-ĕн пулнă. Çавăн пекех влаçăн вырăнти ытти федераллă органĕсемпе тунă килĕшÿсем тăрăх та халăха пулăшу кÿретпĕр. Сăмахран, малашне федераллă нлук, миграци службисем, пенси фончĕн, суд приставĕсем, шалти ĕçсен органĕсем енĕпе патшалăх пулăшăвĕ пама пуçлатпăр, — терĕ центр ертÿçи.

Паянхи кун районта модельлĕ 5 библиотекăра (Урмаелĕнче, Аслă Çĕрпÿелĕнче, Йăлмахвара, Çĕнĕ Мăратра, Асанкассинче) «пĕр чÿрече» майĕпе халăха пулăшу параççĕ. Ялта пурăнаканăн райцентра килсе вăхăт ирттерме те кирлĕ мар, вырăнтах çак ыйтăва татса параççĕ.

«Çитес çула — январĕн 1-мĕшĕ тĕлне — тата Александровка, Шурут, Элпуç, Хирти Сĕнтĕр, Аслă Чурачăк модельлĕ библиотекисенче те «пĕр чÿрече» майĕпе кунта пурăнакансем пулăшу илме пуçлĕç, специалистсем кĕске вăхăтра вĕсен ыйтăвĕсене татса парĕç», — терĕ Оксана Юрьевна.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика