27 ноября 2013 г.
Ĕнер район администрацийĕн актовăй залĕнче Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунне ирттерчĕç. Ăна район администрацийĕн тата район пуçлăхĕсем Михаил Афанасьевпа Евгений Карпеев уçрĕç. «Шел, çакăн пек мероприятие уйрăм предпринимательсем сахал килнĕ», — терĕç вĕсем залра сахаллăн пухăннипе пăшăрханса.
Чи малтанах пуçтарăннисем умĕнче район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх, районта паянхи кун 627 пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕ, çав шутра 132-шĕ — пĕчĕк предприяти, уйрăм предпринимательсем — 495-ĕн. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе танлаштарсан кăçал вĕсен шучĕ 15,9 процент сахалрах. «Бюджета пĕчĕк тата вăтам предпринимательсенчен кăна 2012 çулта 10,1 млн тенкĕ укçа кĕнĕ», — терĕ Светлана Геннадьевна.
Мероприятие тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. «Республикăри бизнес-инкубатор» хăй тытăмлă учрежденин тĕп консультанчĕпе Александр Сергеевпа Чăваш Республикинчи пĕчĕк бизнеса аталантарма пулăшакан агентствăн финанс аналитикĕ Ремис Сайдашев паянхи кун предпринимательлĕхе аталантарма патшалăх мĕнле грантсем парса пулăшни çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕç, епле документсем пуçтарса тăратмалли çинчен те ăнлантарчĕç.
Ун хыççăн РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн пай начальникĕ Ирина Самарина, районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Геннадий Филиппов тата контрольлекен ытти органсен представителĕсем тухса калаçрĕç.
Çавăн пекех «Ял хуçалăх банкĕ» тата «Раççей Сбербанкĕ» АУОсен ĕçченĕсем Татьяна Вунберовăпа Николай Каклимов пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕллевпе патшалăх çăмăллăх кредичĕсем уйăрнине каласа пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Тĕл пулу хыççăн Урмаел ялĕнче пурăнакан, нумаях пулмасть уйрăм предпринимательсем пулнине налук службинче регистрациленĕ Ирек Зиганшинпа тата Ильшат Хайбуллинпа паллашрăм. «Çак тĕл пулу чылай енĕпе пирĕн куçсене уçрĕ. Предпринимательлĕхе аталантарма патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу, çав шутра укçа-тенкĕ те, парса хавхалантарать. Çавăнпа та бизнеса малалла аталантарма пирĕн шанăç пур-ха», — терĕç вĕсем.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"