АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман ешертĕр ĕмĕрех

23 ноября 2013 г.

Вĕренекенсен тавра курăмне аталантарас, вĕсене çĕннине пĕлме пулăшас тĕллевпе шкулта нумай-нумай мероприяти йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне тĕрлĕ çул çÿреве тухса çÿреме те хавас ачасем. Акă, нумаях пулмасть Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн 8—9-мĕш класĕсенче пĕлÿ пухакансем Шăмăршă районĕнче вырнаçнă «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче пулса курчĕç. Кунта паллашмалли чăннипех те нумай. Чи малтанах эпир наци паркĕн лесничествин музейĕнче пултăмăр, историпе тĕплĕн палашрăмăр. Чăваш наци паркĕнче уçăлса çÿрени, хитре вырăнсем ачасен кăмăлне кайрĕç. 3 километра яхăн тăсăлакан сукмакпа шăкăл-шăкăл калаçса çеç утрăмăр. Чи кăсăкли вара Тухатмăш çурчĕ патне çитсе курни пулчĕ пулас. Çул çÿрев вăхăтĕнче Абашбза юхан шыв хĕрринчи уçланкăра канма ларса чей ĕçрĕмĕр.

Мĕн чухлĕ савăнăç, хавхалану парнелерĕ пире çул çÿрев. Вăрман — чи пысăк пуянлăх. Ăна упрамалла, тасатмалла, çĕнĕрен те çĕнĕ хунавсем лартмалла. Ĕмĕрех ешертĕр чăваш вăрманĕ.

Л.МАРТЫНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика