АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркине тытакансем – пурте спортзала!

23 ноября 2013 г.

Çавăн пек девизпа ноябрĕн 20-мĕшĕнче ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Татьяна Иванова «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче мастер-класс ирттерчĕ. Сăмах май, мероприятие вăл район администрацийĕн ĕçченĕ Новелла Розова пуçарăвĕпе йĕркелерĕ. Унта районти пур ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Татьяна Евтихиевна çур сехет ытла ирттернĕ мероприятие хутшăнакансем кĕвĕпе тĕрлĕ хусканусем туса сывлăха çирĕплетрĕç. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ Елена Шленкина ятарлă кĕвĕ-çемĕ суйласа килнĕ.

Мастер-класра çак кун 100 ытла çын сывлăхне çирĕплетрĕ. Шел пулин те, ар çынсем хускану тума (аэробика) питех кăмăлламаççĕ иккен. Ăна мероприяти те çирĕплетрĕ. Тĕнчери ăсчахсем палăртнă тăрăх, хускану туни утнинчен те, чупнинчен те организма пиçĕхтерме ытларах витĕм кÿрет.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика