АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессие пĕлсе суйлаççĕ

23 ноября 2013 г.

Ноябрĕн 18 — 22-мĕшĕсенче Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та волонтер-профориентаторсен «Твой выбор профессии» акци иртни пирки эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ. Акци вăхăтĕнче районти шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем, конкурссем, тĕл пулусем, класс сехечĕсем йĕркеленĕ. Çак акцие «Каçал ен» хаçат редакцийĕ те хутшăнчĕ. Тĕллев — ачасене профессипе паллаштарасси, çамрăк журналистсене çыхăну тытма явăçтарасси. Çак кăмăлпах Нĕркеç вăтам шкулне çитсе куртăм, 10—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансемпе тĕл пултăм. Хаçат ĕçченĕ кам пулнипе, мĕнле ĕç пурнăçланипе тĕплĕн паллаштартăм. Кунта вăр-вар та маттур, пуçаруллă, пысăк тавра курăмлă пулни — чи кирли. Журналист специальноçне вĕренес текенсем ăçта пĕлÿ илме пултарнине те каласа патăм. Хаçатçă профессийĕ мĕнпе интереслине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕм. Тен, хăшĕ-пĕри çак çулпа утма шутлĕ те. Анчах та ачасенчен чылайăшĕ юрист, экономист, бухгалтер пулма ĕмĕтленет. Çакна Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕ Н.А.Петрова та çирĕплетрĕ:

— Ачасем ытларах анлă сарăлнă профессисене кăмăлланине пĕлтереççĕ. Паян вара пурнăç ыйтакан профессие суйласа илни кирлĕрех пулĕ тетĕп, ĕçе вырнаçма та çăмăлрах. Кашни ĕç çынна илем кÿрет, апла пулсассăн чуна çывăххине суйласа илмеллех.

Хальхи вăхăтра халăх хуçалăхĕнче рабочи специальноçĕсене алла илсен ытларах вырăнлă пулмалла, мĕншĕн тесен ĕç рынокĕнче шăпах вĕсем çителĕксĕр. Ĕç вырăнĕ тупма çăмăлрах пулĕ, шалăвне те ÿстерсех пыраççĕ.

А.АНТОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика