23 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ. Акă, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче район администрацийĕнче тăрăшакансен, районти пур ял тăрăхĕнче ĕçлекенсен командисем тĕрлĕ ăмăртура ăсталăхне кăтартрĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев старта тухма кăмăл тунăшăн пурне те тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.
Комплексăн спортзалĕнче хĕрарăмсем дартс ывăтса, скакалкăпа сиксе, баскетбол çăмхине ывăтса, вĕрен туртса тата обруч çавăрса ăмăртрĕç. 20 минут ытла ăна çавăрса чи ăсти Людмила Семенова (район администрацийĕн финанс пайĕ) пулчĕ.
Комплексăн бассейнĕнче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. 25 метра ишсе район администрацийĕнче ĕçлекенсенчен Сергей Соколовпа Ирина Николаева — пĕрремĕш, Ринат Султановпа Лариса Павлова — иккĕмĕш, Игорь Гурьяновпа Светлана Ульдина виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсенчен чи хăвăрт ишекенсем Олег Абросимовпа (Комсомольски) Светана Моторина (Тукай) пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Альберт Кузьминпа (Кайнлăк) Екатерина Казакова (Аслă Çĕрпÿел), Анатолий Воробьевпа (Хырхĕрри) Светлана Краснова (Александровка) йышăнчĕç. Мероприятин йĕркелÿ комитечĕ командăсенчен те мала тухнисене палăртрĕ: пĕрремĕш вырăнсене район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн тата Тукай ял тăрăхĕн ĕçченĕсем тивĕçрĕç. Район администрацийĕн бухгалтерĕсемпе Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче тăрăшакансем — иккĕмĕшсем. Виççĕмĕш вырăна экономикăпа ятарлă программăсен секторĕн ĕçченĕсем тата Александровкăсем çĕнсе илчĕç.
Юлашкинчен сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем волейболра тупăшрĕç. Тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнисене Хисеп грамотисемпе тата кубоксемпе чысларĕç.
Куракансем Сывлăхпа спорт кунне çÿлти шайра йĕркеленине палăртрĕç.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"