АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аннеçĕм, эпĕ сана юрататăп!»

16 ноября 2013 г.

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕпе чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнчи тапхăрта пĕтĕм Раççейре «Аннеçĕм, эпĕ сана юрататăп!» социаллă акци иртет. Ку проекта Раççей почти «Ăрусен çыхăнăвĕ» ыр кăмăллăх фончĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Анне кунĕ пирĕнтен кашнинех çĕр çинчи чи кирлĕ çын çинчен аса илтерет. Ăна Раççейре кашни çулах чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал çав уяв чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче килет.

Социаллă акцие кашниех хутшăнма пултарать. Унăн участникĕ пулас тесен сирĕн хăвăр пурăнакан вырăнти почта уйрăмне пымалла та Анне кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ ятарлă символикăллă открытка туянмалла, ăна хăвăр аннĕр ячĕпе ăшă салам сăмахĕсем çырса çывăх çыннăр адресĕпе почтăпа ярса памалла.

Юратнă аннĕре парне е укçа ярса парса савăнтарас кăмăл пулсан, тархасшăн, çак открыткăпа пĕрле посылка, бандероль яма е укçа куçарттарма пулать.

Акцие йĕркелекенсем сирĕн парнене юратнă çыннăр патне уяв тĕлне, чÿкĕн 24-мĕшĕччен, çитерсе пама шантараççĕ.

(ХАМĂР ИНФ.) 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика