16 ноября 2013 г.
Патшасен вăхăтĕнче мăшăра чиркÿ кăна уйăрма пултарнă. Çемьене пур-çукшăн аркатман вăл. Епле йывăр пулсан та — чăтнă, уйăрман.
Паянхи кун статистикăна тишкерсен çÿç-пуç вирелле тăрать. Çемье арканассипе Раççей — малта пыракан çĕр-шывсенчен пĕри. Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен: çурт-йĕр çукки, пĕр-пĕрне улталани, пĕр пек шухăшлă пулманни, тăвансем хушша-хуппа кĕни, ача çуратма пултарайманни тата ытти те.
Енчен те вунă çул каярах кашни виççĕмĕш çемье саланнă пулсан, паянхи кун — кашни иккĕмĕш çемье.
Кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенчи районти лару-тăрупа паллашас тĕллевпе район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕпе Римма Суратовăпа курса калаçрăм.
— 2013 çулта районта пурĕ 262 ача кун çути курнă. Шел пулин те, вилнисен шучĕ ытларах — 324. Октябрь уйăхĕн статистикине илсен те, çуралакансем сахалрах пулнă: 32 — 39. Пĕлтĕр çак тапхăрта çуралнисем ытларахчĕ... Мăшăрланакансен тата уйрăлакансен шайлашăвĕ те кăсăклантарать. Акă, кăçалхи октябрь уйăхĕнче 10 мăшăр ячĕпе Мендельсон маршĕ янăранă пулсан, 7 çемье арканнă та. Район территорийĕнче вунă уйăхра 127 çемье тĕвĕленнĕ, 64 мăшăр уйрăлнă. Уйрăлакансем хушшинче 20—30 çулсенчи çамрăксем те, 50-ран иртнисем те пур. Сăлтавĕсем те тĕрлĕрен, — терĕ Римма Петровна.
Çемье арканнăшăн кам айăплă; Ман шутпа, упăшки те, арăмĕ те. Анчах та уйрăлакансен çакна яланах асра тытмалла — çемье салансан ачасем нушаланаççĕ. Ют çĕр-шывсенчи пек «цивилизациллĕ» уйрăлсан ача хăйне кирлĕ чухлĕ амăшĕ патĕнче пулать, ашшĕпе те çыхăну тытать.
Саккунпа килĕшÿллĕн, чылай ачана амăшĕпе хăварма йышăнаççĕ. Пурăнма та ачана суд чылай чухне амăшĕпе палăртать. «Тĕнче касса» çÿрекен ашшĕ ачана ÿстерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлипе вара пачах та интересленмест. Алимент суммине парса тăни те çителĕклĕ пулĕ тет. Ар çын потребительсен карçинккипе пĕрре те кăсăкланмасть. Сăмахран, пилĕк çул каялла ачана усрама 2—3 пин тенкĕ тÿлеме йышăннă алимент сумми паянхи кун çителĕклĕ теме пулать-ши? Паллах, çук. Çавăнпа та уйрăлу картлашки çинче тăракан ачаллă мăшăрсене çемье психологĕ сĕнÿ-канашпа пулăшсан вырăнлă пулĕччĕ. Вара ытларах ача-пăчан савăк кулли янăрĕ.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"