АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сум ĕçпе çирĕплентĕр

16 ноября 2013 г.

Çитес çул пирĕн районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ: Республика кунĕ Шупашкарта тата Комсомольски районĕнче иртет. Кунсăр пуçне тепĕр уяв — района туса хунăранпа 75 çул — çитет.

Района 1939 çулта, иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланнă çул, йĕркеленĕ. Унăн аталанăвĕ ытларах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕ хыççăн пуçланнă.

Çамрăк района çамрăксен организацийĕн — комсомолăн — ятне панă. Район çыннисем хастарлăх кăтартнă, вăрçă çулĕсенче те малтисен ретĕнче пулнă. Мирлĕ вăхăтра район çулран-çул экономикине, культурине ÿстерсе пынă, ытти енĕпе те кăтартăвĕсем лайăхланнă. Пирĕн чăвашсем, вырăссем, тутарсем çак вырăнта авалтанах килĕштерсе туслă пурăннă-ĕçленĕ. Туслăх çитĕнÿсем тума пулăшнă. Пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерме майсем тупнă.

Фашистла Германи пирĕн Тăван çĕр-шыв çине хурахла тапăнсан пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Районта пурăнакан 7 пин ытла çын фронта тухса кайнă. Пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Пысăк мар районти пилĕк çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Иван Смирнов пулеметчик, Николай Будаковпа Петр Смирнов летчиксем легендарлă паттăрсем пулнă, Федор Воробьевпа Александр Кузнецов Çĕнтерÿ Парадне хутшăнма тивĕçнĕ.

Тыл ĕçченĕсем те, фронтри салтаксем пекех, çĕнтерÿ валли мĕн кирлине пурне те тунă: окопсем чавнă, аэродромсем тунă, вăрман каснă, уй-хирте, фермăсенче ĕçленĕ, темĕнле йывăр пулсан та ачи-пăчине ÿстерсе çын тунă. Ку çеç-и?

Пур-çук укçине, тыр-пулне оборона фондне хывнă, салтаксем валли ăшă çи-пуç хатĕрлесе ăсатнă, нумайăшĕ çар завочĕсенче хĕç-пăшал, вăрçă техники хатĕрленĕ... Тыл чăннипех иккĕмĕш фронт пулнă.

Комсомольски районĕ вăрçă çулĕсенче те малта пыракан районсен шутĕнче пулнă. Чылай колхоз патшалăх наградисене тивĕçнĕ.

Ял хуçалăхĕнчи тата ытти отрасльти ĕçсене тăрăшса тăвасси район çыннисен пурнăç йĕркине кĕрсе çирĕпленнĕ тесшĕн. Пĕр тĕслĕх кăна илсе пăхар-ха. Çĕр улми туса илес ĕç пĕртте çăмăл мар. Çапах та вăл — чи кирлĕ çимĕçсенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕр улмине «иккĕмĕш çăкăр» тесе хаклатпăр. Пирĕн район кунта пурăнакан кашни 18 çын пуçне пĕр гектар çĕр улми лартса ÿстерет. Çав вăхăтра хăш-пĕр районсенчи хуçалăхсем кашни 1000 çын пуçне пĕр гектар çеç лартса ÿстереççĕ.

Çакна та аса илмелле: района туса хунăранпа ăна пуçаруллă, пултаруллă пуçлăхсем ертсе пынă.

Юлашки çулсенче район центрĕ палăрмаллах улшăнчĕ, çĕнĕ те хăтлă çуртсем çĕкленеççĕ. Кĕскен каласан, ăна хула сăнĕ çапрĕ.

Республика кунне ирттернĕ май, пирĕн пата тĕрлĕ çĕртен хăнасем килĕç. Апла пулсан пирĕн, шкул ачинчен пуçласа ватти таранах, пысăк яваплăха туйса пурăнмалла, ĕçлемелле.

Р.МОИСЕЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика