16 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей Перекет банкне туса хунăранпа 172 çул çитнине паллă тунă, çав кун Шупашкарта пресс-конференци ирттернĕ. Уява республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăннă.
«Массăллă информаци хатĕрĕсемпе пирĕн уçă диалог йĕркеленчĕ: эпир пĕр-пĕринпе тачă хутшăнса ĕçлетпĕр, çивĕч темăсемпе уйăхсеренех брифингсем иртеççĕ. Юлашки вăхăтра пичетре тухнă материалсем пирки вулакансем яланах ыйтусем параççĕ, эпир вĕсене çийĕнчех хуравлатпăр», — тенĕ Перекет Банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн ĕçĕсене тăвакан Константин Киргизов.
Журналистсене банк ĕçĕпе, унти çĕнĕлĕхсемпе, филиалсен тытăмĕнчи улшăнусемпе, çавăн пекех «Школьное питание от Сбербанка» проектпа паллаштарнă.
Источник: "Каçал Ен"