АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене наградăсемпе чысларĕç

13 ноября 2013 г.

Иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче професси уявне анлăн паллă турĕç.

Çак кун чи малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе Геннадий Кокшинпа ветерансен совечĕн председателĕ Петр Лапшин çирĕммĕш ĕмĕрте паттăрла пуçĕсене хунă милиционерсене халалланă Çĕнĕ Мăратри палăк умне çитсе чечек кăшăлĕсем хучĕç, митинг ирттерчĕç. Мероприятие шкул ачисемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç.

Каçхине вара пакунлисемпе тивĕçлĕ канурисем районти культурăпа кану центрĕнче пухăнчĕç. Шел пулин те, полици ĕçченĕсен уявĕ ытти çулхисенчи пек тулли зал пуçтараймасть. Хăшĕ-пĕрисем милицие полицие куçарнипе те тесе шÿтлекелерĕç. Апла-капла пулсан та, çак кун шурă кĕпеллĕ полици сотрудникĕсем илĕртÿллĕччĕ.

Чи малтанах полици подполковникĕ Геннадий Кокшин кĕске доклад турĕ, уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ.

— Малашне те эсир саккунлăха тата обществăри йĕркелĕхе, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлес ĕçре служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласса шанатăп, — терĕ Геннадий Николаевич.

Ун хыççăн право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен ячĕпе Петр Лапшин сăмах илчĕ. «Сирĕн ĕç — яваплă. Халăха пулăшу вăхăтра парасси яланах тĕп вырăнта пултăр», — сунчĕ вăл. Уйрăммăн палăрнисене ятранах асăнчĕ.

Ветерансемпе полици ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ. «Обществăри социаллă пурнăçпа экономика тата политика тăнăçлăхĕ, çынсем малашлăха шанчăклăн пăхни ытларах чухне полицин лайăх ĕçĕнчен килет», — терĕ Михаил Романович.

Мероприятире Илнур Гайнетдиновпа Илшат Сиразетдинов полицейскисем, Альбина Кокшина, Валентина Курицына, Лариса Носова, Валентина Тимофеева, Владимир Павлов тата Виктор Кокшин артистсем пухăннисене юрăсемпе савăк кăмăл парнелерĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, шалти ĕçсен пайĕн ĕç кăтартăвĕсем япăх мар пулнине палăртмалла. Вĕсем самантлăха та сыхлăха çухатмаççĕ, хăюлăхпа, çаврăнăçулăхпа палăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тăрăшуллисене Раççейри Шалти ĕçсен органĕсен «Службăра палăрнăшăн» медалĕсемпе чысларĕç. Вĕсем: Сергей Абржин капитан, Владимир Оленев лейтенант, Александр Албутов прапорщик, Ирек Фаткуллин, Илшат Сиразетдинов, Андрей Марин капитан- сем, Марина Евдокимова майор, Эмиль Мухтяров, Ильнар Абейдуллин, Динар Камалтдинов аслă сержантсем тата ыттисем.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика