13 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн актовăй залĕнче терроризмпа экстремизм çулĕсене пÿлсе хурас тĕллевпе мероприяти ирттерчĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, район прокурорĕ Владимир Николаев, Чăваш Республикин федераллă хăрушсăрлăх службин представителĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Геннадий Кокшин пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕç.
Çавăн пекех тĕл пулăва хутшăннă тĕн организацийĕсен представителĕсем те сăмах илчĕç. «Ĕмĕртен-ĕмĕре тутарсемпе чăвашсем хушшинче пулнă туслăх тата та нумая пытăр. Пирĕн аттесемпе асаттесем хаяр вăрçăсенче çĕнтернĕ, выçлăха парăнтарнă. Сăлтавĕ — туслă пулнинче», — терĕç вĕсем.
Мероприятие çавăн пекех районти пур ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
Миграци пирки те сăмах пулчĕ. ФМС кăтартăвĕсем тăрăх кăçал республикăра ют çĕр-шывсен 7,6 пин гражданне шута илнĕ иккен. Паллах, мигрантсем криминаллă лару-тăрăва çăмăллатмаççĕ.
— Район территорийĕнче 12 тĕрлĕ халăх пĕр çемьери пек пурăнать. Тутарĕ, чăвашĕ, вырăсĕ тата ыттисем — пурте пĕр саслăн терроризмпа экстремизма çул çук, теççĕ, — пĕтĕмлетрĕ тĕл пулăва Михаил Романович.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"