13 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 18—22-мĕшĕсенче Чăваш Енре волонтер-профориентаторсен «Твой выбор профессии» акци иртет. Акци вăхăтĕнче хуласемпе районсенче тĕрлĕ профессиллĕ çынсемпе, организацисемпе предприятисенче занятисем, тĕл пулусем, экскурсисем, класс сехечĕсем, хайлав конкурсĕсем пулаççĕ. Шкул ачисене професси тĕнчипе паллашма шăпах ĕçлекен волонтерсемпе ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пулăшаççĕ.
Волонтерсен ĕçне педагогсем, библиотекарьсем, квалификациллĕ ĕçченсем, ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ветеранĕсем, студентсемпе вĕренекенсем хутшăнаççĕ.
Акци пуçаруçи — Чăваш Енĕн Патшалăх ĕçпе тивĕçтерекен служби. Информаципе политика тата массăллă коммуникаци, Культура, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисем — акци партнерĕсем.
Эпир те çак акцие хутшăнма палăртнă. Çавна май хăш-пĕр шкулсене çитсе журналистсем вĕренекенсене професси ăсталăхĕпе паллаштарĕç, ыйтусем çине хуравлĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"