АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлаççĕ

09 ноября 2013 г.

Налук инспекцийĕнче ĕçлекенсемшĕн халĕ — хĕрÿ тапхăр. Виççĕмĕш квартала вĕçлесе отчетсем йышăннă хыççăн вĕсем пур предприятисемпе организацисене çитсе тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Районти организацисемпе предприятисенче иртнĕ кунсенче районсем хушшинчи 2-мĕш "-лĕ налук инспекцийĕн службин тухса тĕрĕслев йĕркелекен пайĕн инспекторĕсем пулчĕç. Çак пая 2007 çултанпа Ирина Галкина ертсе пырать.

«Пирĕн тĕп тĕллев — налук тÿлессинчен тĕрлĕ меслетсемпе хăтăлма тăрăшакансен çулне пÿлесси, патшалăх хыснине ытларах укçа хывасси», — терĕ Ирина Николаевна. Сăмах май, кăçал вырăнти налукçăсем октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне 12 млн та 838 пин тенкĕ укçа шыраса илсе федераллă бюджета хывнă. Республика бюджетне — 37 млн та 353 пин тенкĕ.

Анна Кириллова, çак пайра нумаях ĕçлемест пулсан та, тăрăшулăхпа палăрнă. «Юнашар опытлă наставниксем пурри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», — терĕ пике.

Налукçăсем паянхи куна вырăнти бюджета 74 млн та 813 пин тенкĕ шыраса илсе хывнă. Лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлаççĕ вĕсем.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика