АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси - çĕнĕ йĕркепе

09 ноября 2013 г.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин, статс-секретарь — министр çумĕ Андрей Пудов тата РФ Пенси фончĕн правленийĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Куртин федераци тата регионсен массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли «Пенсин çĕнĕ формули тата пенси валли пухăнакан укçана йĕркелемелли тытăма çĕнетсе улăштарасси» темăпа курав трансляци урлă пресс-конференци ирттерчĕç. Вĕсем пенсин çĕнĕ формули, унăн тĕп положенийĕсем çинче чарăнса тăчĕç, журналистсен ыйтăвĕсене уçăмлатрĕç.

2015 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен Раççейре обязательнăй пенси страховани тытăмĕнче граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме пуçлаççĕ. Çакна РФ Правительствин 2012 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи 2524-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Ăна РФ Правительстви ырланă тата Федераци Пухăвне сÿтсе явма тăратнă.

Пресс-конференцире сÿтсе явмалли ыйту чылай пулчĕ. Пенси виçине çĕнĕлле йĕркелени пурне те кăсăклантарать. Сăмахран, пенси страховани пайĕ çĕнĕ йĕрке тăрăх тулли виçепе 2015 çултан ĕçлеме тытăнакансен кăна йĕркеленет. Халĕччен страховани стажĕ пухăннисен пенси прависене шута илеççĕ, сыхласа хăвараççĕ тата гаранти йĕркипе пурнăçа кĕртеççĕ. Çитес çул вĕсене пенсин уйрăм коэффициенчĕсене — çакна шута илмелли çĕнĕ хатĕре — конвертацилеççĕ.

Пенсин страховани пайне çĕнĕ йĕркепе шутланă чухне «пенсин çулталăкри коэффициенчĕ» ăнлавпа усă курма тытăнаççĕ, унпа гражданинăн ĕçленĕ кашни çулне хаклаççĕ. Шалу мĕн чухлĕ пысăкрах — унăн пĕлтерĕшĕ те сумлăрах. Кун пек чухне уйрăм çыннăн тупăшне хуракан налука катса юличченхи официаллă шалăва кăна тĕпе хураççĕ.

Çавăн пекех этем пурнăçĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене — çарта хĕсметре тăнине, кăкăр ачине, сусăр ачана, 80 çултан иртнĕ ватта пăхнине — стажа кĕртеççĕ, вĕсен коэффициенчĕсем ĕçлекеннисене пырса тивекеннисенчен уйрăлса тăраççĕ.

Страховани пайне шутланă чухне вĕсене пĕрле хушаççĕ, суммине тивĕçлĕ канăва каярах тухнăшăн паракан коэффициент тата пенсин çулталăкри коэффициенчĕн хакĕ çине хутлаççĕ тата пенсие каярах юлса тухнăшăн хавхалантаракан виçе чухлĕ пысăклатса çирĕплетнĕ тÿлев параççĕ. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ канăва каяссине каярах хăварса пырсан кашни çулталăкшăн страховани пайне хушса пыраççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл — 2025 çулта ватлăхри ĕç пенсине тивĕçмелли пĕтĕмĕшле чи пĕчĕк кăтарту 15 çулпа танлашмалла. Кун чухлĕ пухайманнисен социаллă пенси ыйтма тивет (хĕрарăмсен — 60, ар çынсен 65 çулта). Иккĕмĕш услови — тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитиччен пенси правине 30 коэффициент чухлĕ йĕркелемелле.

Инвалидлăхпа тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе пенси памалли условисем халĕчченхи пекех юлаççĕ. Çавăн пекех сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте тăрăшакансен те маларах пенсие тухас йĕрке сыхланса юлать.

Çапла вара пулас пенси виçи мĕнле пуласси пĕтĕмĕшле стажран, шалу виçинчен килет тесе çирĕплетеççĕ.

А.ЕФРЕМОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика