АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право сехечĕ иртрĕ

06 ноября 2013 г.

Октябрĕн 31-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра право сехечĕ иртрĕ.

Ăна районти прокуратура ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Унăн тĕп теми — уйрăм категориллĕ граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси.

Мероприятие район прокурорĕн пулăшаканĕ, 3-мĕш класлă юрист Антон Петров, Надежда Платонова адвокат, округри нотариуса пулăшаканĕ Марина Наумова, район администрацийĕн юрисчĕ Людмила Митюкова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Сăмах май, Раççей Федерацийĕн 324-мĕш №-лĕ федераллă саккунĕ вăйра пулсан та, районти çынсем нумай функциллĕ центра, адвокатсем патне тÿлевсĕр пулăшу илме пыни пулман иккен. Ун пек пулăшу илес тесен хушупа пĕрле инвалид е сахал тупăшлă çемье пулни çинчен çирĕплетекен документсем кирлĕ.

Право сехетне хутшăнакансем Фаина Младшая, Зоя Седова, Галина Шутова, Лидия Карзакова, Валентина Крысина ватăсен тата ыттисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, сĕнÿ-канаш та пачĕç. Мероприятире ытти саккунсене те тишкерчĕç.

Юлашкинчен пухăннисем районти прокуратура ĕçченне А.Петрова тата Н.Платонова адвоката тав турĕç.

Чăннипех те, аслă çултисен татса паман ыйту нумай. Пĕри еткерлĕхне вăхăтра куçарман, тепри колхозри çĕр пайне илессишĕн нушаланать... Çичĕ-сакăр теçеткери çынсене ку, паллах, савăнăç кÿмест. Ман шутпа, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те çак темăран айккинелле пăрăнмалла мар. Ырана хăвармасăр вĕсен кирек мĕнле ыйтăвĕсене те татса пама тăрăшмалла. Вара право сехечĕсенче те чунтан тарăхса калаçакансем сахалтарах пулĕччĕç. Эпир хамăр та çав çулсенех çитĕпĕр. «Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан», — текен каларăша манас марччĕ...

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика