06 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче, халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче уява халалласа мероприяти йĕркелерĕç. Чи малтанах пухăннисене саламласа С.Журавлев директор сăмах каларĕ.
— Пирĕн республикăра 128 наци çынни тата 8 халăх ушкăнĕ туслă та килĕштерсе пурăнать. Малашне те чăваш халăх чĕлхипе культурине сыхласа упрар, çирĕплетер, аталантарар, — терĕ Сергей Николаевич.
Альбина Кокшина, Лариса Носова, Валентина Тимофеева, Валентина Курицына, Виктор Кокшин, Владимир Павлов тата ыттисем уява пухăннисене илемлĕ сассисемпе савăк кăмăл парнелерĕç. Залрисем те ар- тистсемпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕç.
Концерт программине Нина Антонова ертсе пычĕ.
В.ПАВЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"