АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЭКпа усă куракансен шучĕ ÿсет

06 ноября 2013 г.

Чăваш Республикинче универсаллă электрон карттипе усă куракансен хисепĕ ÿссех пырать. Республикăра юлашки 10 кунра кăна карттă илес текенсен шучĕ 2200 çынпа танлашнă. Сăмах май, паянхи куна ăна илме пурĕ 7200 çын заявлени панине шута илнĕ. 1300-шĕ УЭК-не алла илнĕ те.

Республикăна килекен федераллă универсаллă электрон карттисенче хальхи вăхăтра идентификаци (СНИЛС) тата банк (ОМС) хушăмне палăртнă. 2013 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен унта регионра çирĕплетнĕ транспорт хушăмне те кĕртнĕ.

Хăвăрăн кăмăлăр пулсан универсаллă электрон картти çине электронлă цифра мелĕпе алă пусма та пулать. Универсаллă электрон карттипе усă курма ыйтса çырнă чухне хăвăрпа пĕрле паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви (СНИЛС), медицина страхованийĕн полисĕ кирлĕ. Вăл 20 ĕç кунĕнче хатĕр пулмалла.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика