02 ноября 2013 г.
Манăн çурăм шăмми ыратать. Тухтăрсем шывра ишме сĕнчĕç. Шывра ишнин усси çинчен каласа парсамăрччĕ.
В.ИВАНОВА.
Вулаканăн ыйтăвне хуравлама «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерне В.В.Кудряшова ыйтрăмăр.
— Чăнах та, шыва кĕни çурăм шăмми кукăрăлсан, остеохондроз тата ытти чирсем аптратсан питĕ усăллă. Шывра йывăрăш çухалать, 70 кг таякан çын шывра 3 кг çеç пулать. Ишев çурăм шăмми çине витĕм кÿнипе, сăмахран, сколиоз пулсан, ачана кĕçĕн çулсенчех бассейна çÿреме сĕнеççĕ. Шывра этемĕн йывăрăшĕ юлманпа пĕрех терĕмĕр, çавăнпа та çурăм шăмми тата ун дискĕсем çине лекекен йывăрлăхсем пĕтĕмпех пĕтеççĕ.
Ишев мышцăсене çав тери лайăх аталантарать. Мĕнле мелпе ишнине кура мышцăсен тĕрлĕ ушкăнĕсем çирĕпленеççĕ, çавна пула çурăмăн тата хырăмăн шалти мышцисем те ĕçе хутшăнса çурăм шăммине тытса тăраççĕ.
Шывра нумаях ишмесен те этем чылай калори çухатать. Акă, профессионал ишевçĕсен атлетсенчен виçи нумайрах чакать.
Бассейнра ишни çыннăн юн тăвакан тытăмне те лайăх витĕм кÿрет. Юн пусăмĕ анать, çавăнпа чĕрепе унăн сосучĕсен чирĕсемпе аптрас хăрушлăх та чакать. Çын организмĕ кислородпа пуянланать. Ишнĕ чухне тĕрĕс сывлама хăнăхмалла: тарăн сывласа илсе сывлăша хăвăрт кăлармалла. Çакă ÿпке ĕçĕ çине аван витĕм кÿрет, кăкăр кăшкарне ватлăхра та туллин ĕçлеттерет.
Каларăм ĕнтĕ, шыв чылай органăн ĕçне лайăхлатма пулăшать. Нерв системи, шывра пĕтĕм ÿт-пĕве массаж пулнипе, çирĕпленет. Ыйхă килменнипе нушаланакансен те, вăйсăр иммунитетлисен те бассейнпа туслашмалла.
Бассейнра шыва кĕнĕ чухне куç валли ятарлă куçлăх, çÿçе хÿтĕлеме калпак тăхăнмаллине асра тытмалла. Тренировка пĕтсен душ айĕнче çăвăнни хлорлă шыва çуса яма пулăшать. Ÿте нÿрлетме ятарлă кремсемпе усă курмалла. Тулли хырăмпа тата эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме юрамасть.
Хăшĕ-пĕри ишме хăй бассейна çÿременнине ишме пĕлменнипе сăлтавлать. Çакă чăрмав пулмалла мар, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплек-сĕнче ачасене те, аслăрах çулхисене те ишме хăнăхтармалли курссем пур. Ушкăнпа та, кашнинпе уйрăммăн та ĕçлетпĕр. Ÿтпе чуна усă кÿрекен шыв процедурисемпе киленме нихăçан та кая мар, çавăнпа та районта пурăнакансене бассейнпа туслашма, сывлăхне çирĕплетме сĕнетпĕр.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"