02 ноября 2013 г.
Çынсене физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тесе кварталта пĕрре бассейнсемпе тренажер залĕсене тÿлевсĕр кĕртме йышăннă.
Акă, ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, спортпа сывлăх кунне палăртса Чăваш Енри пур спорт учрежденийĕсене тÿлевсĕр кĕме май пур (тĕплĕнрех физкультурăпа спорт министерствин сайтĕнчи «Справочник» уйрăмра паллашма пулать). Çавăнпа та спортпа туслă çынсемшĕн ку чăннипех те пысăк уяв пулĕ. Районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ те çак кун пурне те хапăлласах йышăнать. Шыва кĕрсе киленме, тренажер, спорт залĕсенче сывлăха çирĕплетме май пулĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"