30 октября 2013 г.
РФ Патшалăх Думи сим-картăсене алран сутма чарас енĕпе саккун йышăннă. Йĕркене пăхăнмасассăн штраф тÿлемелле.
ИТАР—ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, пуçару авторĕ Сергей Железняк сим-картăсене алран сутнипе питĕ кăмăлсăр. Тĕслĕхрен, вĕсене урамра, пасар территорийĕнче кирлĕ йĕркепе документ хатĕрлемесĕрех сутаççĕ. Сăмахран, теракт хатĕрлени пирки 70 процента яхăн суя информацие шăпах ячĕ-шывĕ паллă мар сим-картăсенчен пĕлтереççĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн малашне сим-картăсене ятарлă вырăнсенче абонентсемпе килĕшÿ çырсан çеç сутма ирĕк параççĕ.
Йĕркене пăхăнмасан пысăк штраф тÿлеме тивет. Пĕр-пĕр çыхăну операторĕ ячĕпе гражданин килĕшÿ çырсан 2 пинрен пуçласа 5 пин таран, должноçри çынсене 10—50 пин, юридици сăпатĕнчисене 100—200 пин тенкĕлĕх штрафлама ирĕк пур.
Источник: "Каçал Ен"