30 октября 2013 г.
Раççейре приставсем пирки пĕрремĕш хут 1270 çулта асăннă. Пирвайхи саккун — «Русская правда» правилăсен пуххи тăрăх — киревсĕр ĕçсем тунă çынсене тĕрлĕрен айăпласси пирки çирĕплетнĕ.
Паянхи кун çак ятарлă органăн, суд приставĕсен службин тĕп ĕçĕ — суд йышăнăвĕсене вăйпа пурнăçлаттарасси, судсенче йĕркелĕхе тытса тăрасси тата ытти те.
Суд приставĕсем хăйсен професси уявне епле кăтартусемпе кĕтсе илнине пĕлес тесе районти суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕпе Владимир Петрович Ивановпа курса калаçрăм.
— Исполнительлĕ ĕçсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Енчен те 2—3 çул каялла суд приставĕсем 6 пин ытла исполнительлĕ производство пăхса тухнă пулсан, кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче кăна 9030 ĕç, 80 млн та 465 пин тенкĕлĕх, приставсен алли витĕр тухнă та. Пуçарнă ĕçсенчен 4814-шне (18 млн та 818 пин тенкĕлĕх) пĕтернĕ. Вĕсенчен 4655-шне — 7 млн та 612 пин тенкĕ — шыраса илнипе.
Ĕçсен шучĕ нумай пулнипе ĕнтĕ исполнительлĕ производствăсемпе парăмсене федераллă саккунпа килĕшÿллĕн икĕ уйăхра та шыраса илейместпĕр. Акă, кăçалхи 9 уйăхра ун пеккисен шучĕ 3136 пулчĕ, — терĕ Владимир Петрович, ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе.
Районти суд приставĕнче ĕçлекенсем парăмçăсенчен укçа шыраса илсе патшалăх хыснине те хываççĕ. Акă, иртнĕ тапхăрта вĕсем налуксемпе сборсене 1 млн та 308 пин тенкĕлĕх шыраса илнĕ.
Паллах, исполнительлĕ производствăсенчен ытларахăшĕ — Патшалăх автоинспекцийĕн штрафĕсем. Кăçал вĕсем çавăн евĕрлĕ йышăнусемпе пуçарнă 3053 исполнительлĕ ĕç 1 млн та 216 пин тенкĕлĕх шыраса илсе патшалăх хыснине хывнă.
— Ĕçлекенсене ĕç укçи тÿлемен руководительсем те пур. Çавăн пек 2 тĕслĕхпе исполнительлĕ ĕçсем пуçартăмăр. Пĕтĕмлетÿ тунă май çакна та палăртасшăн: суд приставĕшĕн курăмлă кăтарту — исполнительлĕ сборсем шыраса илни. Январь—сентябрь уйăхĕсенче асăннă кăтарту 627 пин тенкĕпе танлашрĕ, — паллаштарчĕ малалла цифрăсемпе уйрăм начальникĕ.
Кăçал пакунлисем алимент тÿлемесĕр тарса çÿрекенсем çине Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе 6 ĕç пуçарса айăплисене суд тенкелĕ çине лартнă. Суд вĕсем тĕлĕшпе айăплав приговорĕсем те кăларнă. Сăмах май, тÿлемен çынсене административлă майпа та явап тыттарма пулать. Тăхăр уйăхра парăмçăсем çине 76 протокол çырнă, 73-шне пăхса тухса айăплисене штрафланă.
Юлашки çулсенче пысăк парăмсене тÿлемесĕр тарса çÿрекен çынсем çинчен нумай çыраççĕ. Пирĕн районта та çавăн пек тĕслĕхсем пур иккен. Акă, районти суд приставĕсен уйрăмĕнче тăрăшакансем кăçалхи виçĕ кварталта 55 исполнительлĕ ĕç (6 млн та 273 пин тенкĕлĕх) пуçарнă. Паянхи куна 8-шпе 140 пин тенкĕ кăна шыраса илсе пĕтернĕ. Ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлемелли куç кĕретех.
— Чăнах та, юлашки çулсенче пысăк суммăллă кредитсем илсе парăмсене парса татайманнисем нумайланса пыраççĕ. Вăхăтра парăма татаймасан вара саккун тăрăх поручительсенчен шыраса илме май пур. Çавăнпа та тĕрлĕ кредит учрежденийĕсенче поручительство килĕшĕвне алă пусма васкамалла мар. Ахальтен мар ĕнтĕ «çиччĕ виç те пĕрре кас», теççĕ халăхра. Парăмçă тÿлеймесен вара поручительсенчен шырама (ĕç укçинчен тытса юлма, пурлăхне арестлеме тата ытти те) тытăнатпăр, — терĕ вăл.
Суд приставĕ-исполнительсене ятранах асăнчĕ Владимир Петрович. Вĕсем: Азат Гималтдинов, Татьяна Хлебникова. Ольга Петрова делопроизводитель, нумаях ĕçлемест пулсан та, тăрăшулăхпа палăрать.
Суд залĕсенче йĕрке тытакан суд приставĕсем (ОУПДС) тăваттăн: Линар Акшов, Борис Жуков, Владимир Калашников тата Алексей Кулайский.
Уяв умĕн ертÿçĕрен рейдсенчи пĕр-пĕр кулăшла самант çинчен аса илме ыйтрăм. «Нумаях пулмасть Элпуç ял тăрăхĕнче рейд ирттертĕмĕр. Парăмçă çине алимент вăхăтра тÿлеменшĕн ĕç пуçарнăччĕ. Килĕнчи çынсем парăмçă çуккине пĕлтерсен те — лăпланмарăмăр, вăл шифоньерта тăхăнмалли япаласемпе витĕнсе пытанса выртнине тупрăмăр. Курасчĕ ун чухне парăмçăн сăн-питне!» — аса илчĕ суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕ.
Хăвăрах куратăр ĕнтĕ: вăхăтра тÿленинчен ырри çук, парăмсăр пуçне тата тĕрлĕрен санкцисемпе те тÿлемелли пухăнать. Çавăнпа та парăмсемпе çийĕнчех татăлма тăрăшăр.
М.ИЛЛАРИОНОВА
Источник: "Каçал Ен"